10 марта 2017 г.
2016 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнчен административлă айăплав çинчен калакан саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăйра. Унпа килĕшỹллĕн пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсене, вĕсем административлă правăна пĕрремĕш хутчен пăснă пулсан, штраф тỹлеттермесĕр те пултараççĕ. Кун пек чухне ĕç асăрхаттарнипе вĕçленет. Паллах, иккĕмĕш арбитраж апелляци сучĕн позицине шута илес пулать. Явап тыттарма тăратнă çын пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕ пулнине, вăл правăна унччен пăсманнине ĕнентермелле. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕн статусне Пĕрлехи реестрта палăртнă.
Диана САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"