15 марта 2017 г.
Кунран-кун хĕрỹ тапхăр - ака-суха - çывхарса килет. Синоптиксем кăçал çуркунне иртерех килнине пĕлтереççĕ. Апла пулсан ял ĕçченĕн ĕçсем хушăнсах пыраççĕ. Районта çурхи ĕççи тапхăрне хатĕрленесси мĕнле пырать-ши?
Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çурхи культурăсем 4149 гектар, вăл шутран 3349 гектар пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши тата апатлăх культурăсем (кукуруз - 471 гектар, çĕрулми - 20 гектар) йышăнмалла. Унсăр пуçне кĕркунне кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 2051 гектар акса хăварнине палăртмалла. Çапла кăçал акнă лаптăксем 5400 гектар (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 101 процент) йышăнĕç. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем акнă лаптăксем вара пĕтĕмпе 11053 гектарпа (103 процентпа) танлашĕç.
Кăçал хуçалăхсем вăрлăх хатĕрлессипе лайăх ĕçленĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 856 тонна (кирлин 104 проценчĕ) хывнă, вĕсенчен 79 проценчĕ кондицие ларнă. Ытти 182 тонна вăрлăха ака çитиччен кондицие çитерме палăртнă. Тыр-пултан лайăх тухăç илес тĕлĕшпе ялхуçалăх предпри-ятийĕсем 112,5 тонна элитăллă вăрлăх туянма палăртнă: "Коминтерн" - 37 тонна, "Нива" - 62 тонна, "Победа" 10 тонна, "Свобода" - 3,5 тонна. Кукурузăн тата нумай çул ỹсекен курăксен элитăллă вăрлăхне паянхи куна 28,5 тонна туянса хунă.
Хуçалăхсем минерал удобренийĕ те турттарма тытăннă. Хальлĕхе "Победа" ЯХПК 60 тонна, "Свобода" колхоз 60 тонна туяннă. Пĕтĕмпе вара кĕрхи культурăсене, нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарма 516 тонна минераллă удобрени кирлĕ пулать. Çавăн пекех çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме 192 тонна дизтопливо кирлĕ, 55 тонна кỹрсе янтланă, турттарасси малалла пырать.
РАЙОНТА: - 6 ялхуçалăх предприятийĕ; - 19 хресченпе фермер хуçалăхĕ; - 10111 уйрăм хушма хуçалăх.
Районти ялхуçалăх предприятийĕсенче пĕтĕмпе 44 механизатор тăрăшать. Хальхи вăхăтра вĕсем ялхуçалăх техникине ĕçе тухма хатĕрлеççĕ, юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Мартăн 13-мĕшĕ тĕлне 78 трактортан 72-шĕ, 17 автомобильтен 16-шĕ, 32 культиватортан 29-шĕ юсавлă пулнă. 17 сеялкăпа 36 плуг паян тесен паян ĕç пуçлама хатĕр.
Çав хушăрах район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе районта çуракине вăхăтра тата пахалăхлă йĕркелесе ирттерес тĕллевпе штаб туса хунă.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"