АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕпе ывăлĕ çепĕç юрлаççĕ

15 марта 2017 г.

Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ Шупашкарти В.П.Воробьев ячĕллĕ ачасен музыка шкулĕнче "Пĕрле туслă çемье" пултарулăх фестивалĕ иртнĕ, кăçал ăна Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă. Çемье - кашни çыннăн тĕп пуянлăхĕ, пĕрлехи пултарулăх вара çемьене нимрен лайăх çирĕплетет. Çак паха енсене уçса парас тĕллевпе йĕркеленĕ те асăннă фестивале. Кăçалхи фестивале сакăр çемье хутшăннă, вĕсем хушшинче - Хĕрлĕ Чутайри Зарубинсен çемйи.

Çемье дуэчĕ - Татьяна (амăшĕ) тата Святослав (ывăлĕ) - пысăк сцена çине тухса чуна пырса тивмелле "Поговори со мною, мама" паллă юрра шăрантарнă, куракансене çепĕç те илемлĕ сассисемпе тыткăнланă.

Зарубинсен çемйи Шупашкар хула администрацийĕн культура тата туризм аталанăвĕн управленийĕн грамотине, фестиваль кубокне тивĕçнĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика