15 марта 2017 г.
Район прокуратури 2017 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче çурт-йĕр фондне тивĕçтерекен организацисем пурте усă куракан, çурт çумĕсенчи территорисене юртан, пăртан вăхăтра тасатса тăнине тĕрĕслерĕ. Тĕрĕслев "Жилсервис" ТЯО ĕçĕнче чылай çитменлĕх тупса палăртрĕ.
Саккунпа килĕшỹллĕн нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăракан организацин унта пурăнакан граждансене хăрушсăрлăх условийĕсемпе, коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтермелле, пĕтĕмĕшле пурлăха юсавлă тытмалла. Асăннă организаци вара Хĕрлĕ Чутай салинчи 1-мĕш Завод урамĕнчи нумай хваттерлĕ 53, 55, 60, 61, 63, 65 № çуртсенчи подъезд умĕсене юртан тасатман, хăйăр хутăшĕпе сапман. Унсăр пуçне подъездсен козырекĕ юрпа йышлă витĕннĕ. Климат условийĕсене пăхса организацин хĕллехи вăхăтра килĕшỹре палăртнă вырăнсене юртан, пăртан тасатса тăмалла, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене тата иртен-çỹрене хăрушсăрлăх условийĕсемпе тивĕçтермелле. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе организаци директорне представлени тăратма тиврĕ, çитменлĕхсене пĕтернĕ.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"