АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар çынсем пуртан ял тăрăхĕ пурăнать

15 марта 2017 г.

Тралькасси ял тăрăхне кĕрекен çичĕ ялта - Тралькассинче, Мучикассинче, Хăмарккара, Кив Ирчемесре, Карăкçырминче, Шуккакассинче, Турханта - пурĕ 1314 çын пурăнать. Вĕсем мĕнле ĕçре вăй хуни, хушма хуçалăхсем мĕнлерех аталанни, кунти демографи лару-тăрăвĕ пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Елена Федоровна ЛАВРЕНТЬЕВАПА калаçрăмăр.

 - Елена Федоровна, чи малта-нах демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарăр-ха пире.

- Пирĕн ял тăрăхĕнче пурĕ 865 хуçалăх шутланать, вĕсенчен 276-не хуçисем çуллахи вăхăтра кăна килсе çỹреççĕ. Паянхи куна пурăнакан 1300 ытла çынран 132-шĕ - 60 çултан аслăрах арçынсем, 263-шĕ - 55 çултан аслăрах хĕрарăмсем; 16-59 çулхи арçынсем - 459, 16-54 çулхи хĕрарăмсем - 302. 2016 çулта Тралькасси ял тăрăхĕнче 18 çын (ытларах арçынсем) çут тĕнчерен уйрăлчĕ, 7 ача çуралчĕ. Мăшăрланакансем пулман, пĕр çемье арканчĕ. Ял тăрăхĕнче чи çамрăкки паянхи куна пĕлтĕрхи октябрĕн 7-мĕшĕнче Хăмарккари Ольга Николаевнăпа Иван Александрович Османовсен çемйинче çуралнă Юлия шутланать, вăл - çемьере виççĕмĕш ача. Вăрăм ĕмĕрлĕ ватă çынсем вара Кив Ирчемесри Васса Арсентьевна Капралова (1922 çулта çуралнă), Шуккакассинчи Анна Егоровна Абаськина (1922), Хăмарккари Раиса Григорьевна Османова (1924), Карăкçырминчи Харитон Федорович Голицын (1928) пулнине палăртмалла.

- Нумай ачаллă çемьесене те ятран асăнса хăварсан аван пулмалла.

- Кун пек çемьесем чылай пирĕн. Ытларах виçшер ачаллисем, вĕсен амăшĕсене ятран асăнатăп: Карăкçырминчи Наталья Юрьевна Храмова, Шуккакассинчи Людмила Валерьевна Кошелева, Турханти Ольга Михайловна Воронова, Наталья Владимировна Миронова, Кив Ирчемесри Наталья Петровна Можайкина, Венера Анатольевна Романова, Лилия Ильинична Кагайкина, Роза Васильевна Горшкова, Хăмарккари Людмила Николаевна Евграфова, Ольга Николаевна Османова, Мучикассинчи Алевтина Георгиевна Чикмейкина, Алина Геннадьевна Мурайкина, Надежда Геннадьевна Мурайкина, Тралькассинчи Ирина Степановна Данилова, Валентина Германовна Офишкина, Наталья Петровна Федотова. Турханти Ирина Ивановна Падюкова - тăватă ача амăшĕ, Тралькассинчи Раиса Ивановна Алжейкина та тăватă ача амăшĕ, унсăр пуçне вăл виçĕ ачана усрама илнĕ, çак ялти Венера Николаевна Еремеева - ултă ача амăшĕ.

- Ял çыннисем выльăх усрамасăр пурăнмаççех. Сирĕн патра темиçешер ĕне тытакансем те пур пулĕ?

- Çапла, хушма хуçалăха аталантарса пыракансем пур пирĕн ял тăрăхĕнче. Акă Кив Ирчемесри Татьяна Николаевна Белова 6 ĕне, виçĕ пăру усрать, Юрий Георгиевич Романов, Лилия Ильинична Кагайкина, Владимир Иванович Шипеев хуçалă- хĕсенче виçшер ĕне, икшер пăру е вăкăр. Турханти Юрий Гаврилович Воронов 4 ĕне, пăру, вăкăрсем, сурăхсем, сысна усрать, Андриан Ильич Матвеев хуçалăхĕнче тăватă ĕне, тăватă пăру, сыснасем, индюксем пур. Ольга Михайловна Воронова виçĕ ĕнепе хурсем усрать. Шуккакассинчи Анатолий Александрович Горланов икĕ ĕне, пăрупа вăкăрсем усрать. Карăкçырминчи Юрий Иванович Ямсков 5 ĕне, пăрусемпе вăкăрсем, сурăхсем усрать. Мучикассинчи Наталья Александровна Майорова хуçалăхĕнче - 5 ĕне, пăрусем. Пирĕн ял тăрăхĕнче виçĕ фермер хуçалăхĕ пур - Мучикассинчи Андрей Валерьевич Мурайкинăн, Карăкçырминчи Алексей Иванович Ермаковăн, Кив Ирчемесри Николай Юрьевич Кряжинăн.

- Сирĕн тăрăхри ялсенчи ĕçлеме ỹркенмен, кил-çуртне пăхса тăракан, тирпейлĕхшĕн тăрăшакан çынсем çинчен пĕлес килет.

- Кун пеккисем чылай. Тĕслĕх вырăнне Шуккакассинчи Лидия Александровна Чучакова, Хăмарккари Иван Александрович Сандомиров, Людмила Ильинична Яковлева, Анатолий Николаевич Яковлев, Кив Ирчемесри Надежда Александровна Быкова, Лилия Ильинична Кагайкина, Карăкçырминчи Юрий Григорьевич Ербулаткин, Владимир Генрихович Михеев, Николай Максимович Ямсков, Турханти Андриян Ильич Матвеев, Иван Ильич Матвеев, Мучикассинчи Геннадий Никитович Ерофеев, Елена Алексеевна Гурьянова, Владимир Иванович Мурайкин, Юрий Андреевич Илюшкин, Владислав Гаврилович Ерофеев, Тралькассинчи Юрий Михайлович Галкин, Галина Андреевна Ермеева, Леонид Александрович Еремеев кил-çуртне илсе кăтартас килет. Харпăр хăй хуçалăхне таса та тирпейлĕ пăхса тăракансем, чечек ỹстерсе илемлетекенсем те пур: Мучикассинчи Герман Владимирович Чернов, Зинаида Михайловна Чернова, Тралькассинчи Галина Андреевна Ермеева, Зоя Михайловна Ермеева, Карăкçырминчи Матрена Григорьевна Кошелева, Владимир Ильич Максимов, Шуккакассинчи Юрий Александрович Горланов, Анатолий Александрович Горланов, Турханти Юлия Филимоновна Падюкова, Евдокия Семеновна Сапожникова, Михаил Порфирьевич Воронов, Николай Дориянович Воронов, Галина Елисеевна Платонова, Хăмарккари Владимир Димитриевич Селиванов, Владилен Николаевич Паденов, Кив Ирчемесри Александр Кузьмич Андреев.

- Ялсенче пурăнакансем пулăш-масăр, обществăлла ĕçсене активлă хутшăнмасăр ял тăрăхĕн пурнăçĕ малалла йывăррăн аталаннă пулĕччĕ...

- Ял тăрăхĕн пурнăçне хутшăнакан, пулăшакан çынсем чăнах та пур, вĕсем ырă сăмаха кăна тивĕç. Хăмарккари Людмила Ильинична Яковлева, Любовь Николаевна Яковлева, Раиса Борисовна Паденова, Нина Геннадьевна Руссакова, Кив Ирчемесри Вячеслав Борисович Алексеев, Владимир Андреевич Никитин, Карăкçырминчи Светлана Вениаминовна Ербулаткина, Николай Петрович Горшков, Шуккакассинчи Лидия Александровна Чучакова, Василий Петрович Храмов, Турханти Алексей Юрьевич Падюков, Юлия Филимоновна Падюкова, Юрий Гаврилович Воронов, Тралькассинчи Галина Андреевна Ермеева, Николай Андреевич Катейкин, Мучикассинчи Владимир Иванович Мурайкин, Наталья Александровна Майорова яланах хастар.

- Тавтапуç калаçушăн.

А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика