АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсах ĕçлени курăнать

17 марта 2017 г.

Ял тăрăхĕсенче влаçпа халăх хушшинче тĕлпулусем иртеççĕ. Çакăн пек тĕлпулу мартăн 14-мĕшĕнче Ачкасси ял тăрăхĕнче пулса иртрĕ. Серенкассинчи Культура çуртĕнче пухăннă халăхпа район администрацийĕн тата Ачкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем иртнĕ çула пĕтĕмлетсе кăçалхине планларĕç. Малтанах Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Валерьевич Герасимов пухăннисене тунă ĕçсемпе пĕрлех мĕн тăвассине те пĕлтерчĕ. Чăннипех те савăнмалла Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен - тунă ĕçсем курăмлă, ĕçлес кăмăл та пысăк.

Кăçал та Ачкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ çанă тавăрсах ĕçлесшĕн: Шулю ялĕнче клуб тăвĕç, Калкассипе Ачкасси ялĕсенче çул сарĕç, Ачкасси ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ çĕнелĕ. Асăннă ĕçсене пурнăçа кĕртме вĕсем республикăри конкурссене хутшăнса укçа-тенке тивĕçнĕ. Ку енĕпе вĕсем чăннипех мухтава тивĕç. Çавăн пекех ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, вырăнти администраципе халăх тăрăшса Серенкасси ялĕнче Шкул урамĕн пĕр пайне чул сарса çул тăвасшăн, масар çинче çурт лартасшăн тата çывăх вăхăтра часовня хута ярасшăн.

А.ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика