17 марта 2017 г.
2013-2017 çулсенче граждансене авариллĕ çурт-йĕрсенчен куçармалли программăпа килĕшỹллĕн 2014 çулта районта Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнĕ урамĕнче виçĕ хутлă çурт çĕклерĕмĕр. Çакна валли ятарлă фондран 4 миллион та 754 пин ытла тенкĕ, республика бюджетĕнчен 2 миллион та 640 пин ытла тенкĕ, район бюджетĕнчен 375 пин ытла тенкĕ уйăрчĕç. Асăннă çуртра районти авариллĕ виçĕ çуртра пурăннă граждансене 10 хваттер уйăрса панă, вĕсенчен 9-шĕ - пĕр пỹлĕмлĕ, пĕри - икĕ пỹлĕмлĕ. Районта авариллĕ шутланакан тата икĕ çурт пур, вĕсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе ятарлă республика программине йĕркелесен тивĕçтерĕç.
Алексей ИЛЬИН, райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"