17 марта 2017 г.
Хальхи вăхăтра "Çуран çỹрекен" тата "Çуран çỹрекенсен каçмалли вырăнĕ" операцисем пыраççĕ. Çутă тавăракан (светоотражающие) хатĕрсемпе усă курманшăн çак хушăра виçĕ çынна айăплама тиврĕ. Аса илтерес килет, çуран çỹрекенсен ятарлă çутă тавăракан хатĕрсем пулмасан 500 тенкĕпе танлашакан штраф тỹлеме тивет. Мартăн 17-19-мĕшĕсенче вара "Урă мар водитель", мартăн 24-мĕшĕнче "Автобус" операцисем иртĕç. Мартăн 23-мĕшĕнчен тытăнса апрелĕн 2-мĕшĕччен "Асăрханăр: каникул" операци пырĕ. Водительсене, çуран çỹрекенсене асăрхануллă пулма, çул-йĕр паллисене тата правилисене пăхăнма ыйтатпăр. Аслисен ачасемпе çул-йĕр тимсĕрлĕхе каçарманни пирки тăтăшах аса илтерсе калаçусем ирттермелле. Аслисем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе çирĕплетсен тата аванрах пулмалла.
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"