22 марта 2017 г.
Çуркуннехи вăхăтра çулсерен шыв-шур тапхăрĕ хăратать. Çак тĕллевпе кăçал та район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе шыв-шур тапхăрне аварисĕр ирттерсе ярас тĕллевпе ятарлă комисси туса хунă. Палăртмалла, мартăн 9-мĕшĕнче район территорийĕнчи муниципаллă çулсене, вĕсем çинчи искусственнăй сооруженисене, ялсемпе экономика объекчĕсене, 17 гидротехника сооруженине тата пăрăхсенчен тунă 15 каçăна тĕрĕслерĕмĕр. Постановленипе килĕшỹллĕн организацисемпе учрежденисем, ял тăрăхĕсем çурхи ейĕве кăлтăксăр ирттерсе ярас тĕлĕшпе хатĕрленỹпе йĕркелỹ мероприятийĕсене пурнăçлаççĕ. Ялсене шыв илес хăрушлăх çук. Çỹхе пăр ултавлă пулнине те манмалла мар. Çуркуннехи каникул çывхарнă май, ачасене пăр çине кĕме юраманнине асăрхаттарсах тăмалла. Пулăçсен те инкекрен сыхланса çỹхе пăр çине кĕмелле мар.
Валерий ЖИГАНОВ, райадминистрацин ятарлă программăсен пай начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"