22 марта 2017 г.
Çĕнĕ çула кĕнĕ май деклараци кампанийĕ пуçланчĕ, ăна налук инспекцине майăн 2-мĕшĕччен памалла. 2016 çулхи тупăшсем çинчен çаксен деклараци памалла: уйрăм предпринимательсен, нотариуссен, адвокатсен, харпăрлăхра 3 çултан кая мар пулнă пур-лăх, хаклă хутсем, устав капиталĕнчи тỹпене сутса тупăш илнисен, çемье членĕ е çывăх тăван мар çынсенчен парне шучĕпе пурлăх, транспорт хатĕрĕ, хаклă хутсем илнĕ граждансен тата ыттисен те.
Деклараци çырма налук инспекцийĕн сайтĕнчи "Декларация" программа пулăшу параять. Декларацие алăпа çырса та, электрон мелĕпе те хатĕрлеме юрать. Хатĕр декларацие налук инспекцине çитерсе пама та, почта урлă яма та пулать. Ăна вăхăтра çитермесен 1 пин тенкĕрен кая мар штраф тỹлеттереççĕ.
Т.ТАРАНОВА, Çĕмĕрлери налук инспекцийĕн начальник тивĕçĕсене пурнăçлакан.
Источник: "Пирěн пурнăç"