22 марта 2017 г.
2017 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче хула çумĕнчи тата хуласем хушшинчи маршрутсемпе пассажирсене автомобиль транспорчĕпе турттармалли çĕнĕ тарифсем ĕçлеççĕ. 2016-2017 çулсенчи инфляци шайне шута илсе вăл 9,6 процент ỹснĕ. Хулаçум çыхăнăвĕ: укçан татăлнă чухне - километр пуçне 2,62 тенкĕ (0,23 тенкĕ ỹснĕ); çулçỹрев карттипе - километр пуçне 2,09 тенкĕ (малтанхи шайрах).
Хуласем хушшинчи çыхăну: километр пуçне 2,87 тенкĕ (0,25 тенкĕ ỹснĕ). "Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкар" ("Çĕнĕ Шупашкар - Шупашкар") маршрутпа М3 категориллĕ транспорт хатĕрĕпе пĕр еннелле каяс пулсан пассажирсен билетшăн (багажшăн) 21 тенкĕ тỹлес пулать, çулçỹрев карттипе - 20 тенкĕ. М2 категориллипе укçан татăлнă чухне - 25 тенкĕ, çулçỹрев карттипе - 24 тенкĕ.
Хулаçум çыхăнăвĕн маршручĕпе уйăх хушши çỹремелли çулçỹрев билечĕсен хакĕ 9,6 процент ỹснĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн муниципаллă маршрутсемпе пассажирсене турттармалли тарифсене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çирĕплетеççĕ.
ЧР конкурентлă политикăпа тата тарифсемпе ĕçлекен патшалăх служби.
Источник: "Пирěн пурнăç"