22 марта 2017 г.
Иртнĕ уйăхра районти организацисемпе учрежденисем ĕç сыхлавĕ çинчен калакан саккуна пăхăннине тĕрĕслерĕмĕр, "Исток" ТЯО-на çитрĕмĕр. Тĕрĕслевре асăннă организаци ĕç вырăнĕсене аттестациленĕ чухне саккуна пăснине тупса палăртрăмăр. Ĕç вырăнĕнче сиенлĕ тата хăрушă ĕç условийĕсем, çăмăллăхсем, компенсаци пирки информаци панă чухне сотрудниксен прависене пăснă.
Саккунпа килĕшỹллĕн кашни ĕçчене хăрушсăрлăх тата гигиена ыйтнисене тивĕçтерекен условисем туса памалла. Ĕçпе тивĕçтерекен ĕç вырăнĕсен аттестацине ирттерме тивĕç. "Исток" ТЯО 2017 çулхи февралĕн 15-мĕшĕ тĕлне ĕç вырăнĕсен аттестацине ирттермен. Ертỹлĕх предприятин ĕçченĕсен ĕç условийĕсем хăрушлăхсăр пулччăр тесе нимĕнле мерăсем те йышăнман. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе организаци директорне представлени тăратрăмăр.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"