АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турнир туслăха çирĕплетнĕ

22 марта 2017 г.

Мартăн 18-мĕшĕнче районти "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче регионсем хушшинчи XI "Сăр тăрăхĕ - шахмат тăрăхĕ" фестиваль иртнĕ. Унта Чулхула облаçĕнчен, Мари Элтан тата республикăри хуласемпе ялсенчен килсе çитнĕ çамрăк шахматистсем, вăл шутра хĕрлĕчутайсем те, хутшăннă.

Районти хĕрачасемпе арçын ачасем хăйсен ỹсĕмне кура тивĕçлĕ вырăнсене йышăнма пултарнă: Даниил Романов, Полина Медакина, Валерий Кудряшов, Елена Афанасьева, Владислав Тунейкин - 1-мĕш, Дарья Романова, Максим Кудряшов, Милена Чеблукова, Артем Чеченешкин, Яна Никифорова - 2- мĕш, Екатерина Фадеева тата Светлана Инедеркина - 3-мĕш.

Палăртмалла, чи кĕçĕннисен ушкăнĕнче "Пилеш" ача садне çỹрекен Роман Николаев çĕнтернĕ. Уйрăм ăмăртура 1-3-мĕш вырăнсене Елена Афанасьева, Полина Медакина тата Дарья Романова (тренер-преподавателĕ - Е.Сергеев) йышăннă. Çак номинацирех Владислав Тунейкина, Вячеслав Петрова тата Валерий Кудряшова çитекен пулман. Пĕтĕмĕшле командăсен зачетĕнче хĕрлĕчутайсем (тренер-преподавателĕсем - Е.Сергеев, Ю.Гурьянов, Н.Данилов) çĕнтернĕ.

А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика