22 марта 2017 г.
Украинăра çапăçусем пуçлансан чылайăшĕ тăван тăрăхĕнчен тухса кайса ютра хỹтлĕх шыранă. Пирĕн республика та вĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшрĕ. Нумайăшĕ тăван-пĕлĕшĕ патĕнче кĕтес тупнă. Хĕрлĕ Чутайра кун кунлакан Галичсене те шăпа Украинăран чăваш ялне илсе çитернĕ. Иванпа Елена çамрăк пулин те çуралнă тăрăхĕнче ура çине çирĕп тăма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем унта çемье чăмăртанă, ачасем çуратнă, пурăнмалли кĕтес туянмалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илнĕ. 2014 çулта хирĕç-тăру пуçлансан Галичсем кил-çуртне пăрахса пирĕн республикăна куçса килнĕ, çĕнĕ вырăнта пурнăçа çĕнĕрен пуçлама тивнĕ пулин те мăшăр кунта тĕпленнĕшĕн пĕрре те ỹкĕнмест.
Йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнăскерсем ĕçрен хăрамаççĕ, иккĕшĕ те "Коминтерн" ЯХПК-ра тăрăшаççĕ. Еленăн ашшĕ Чăваш Енре çуралнă. Совет Союзĕ арканиччен вăл Украинăна пурăнма куçнă. Унтах вăл пулас мăшăрне тĕл пулнă. Вĕсем çемье чăмăртанă, ачисене çитĕнтернĕ. Шел те, шăпа вĕсене мĕн виличчен пĕр сукмакпа утма пỹрмен. Пĕр-пĕриншĕн ют пулса тăнине ăнлансан вĕсем уйрăлнă. Хĕр амăшĕпе Украинăра тăрса юлнă. Вăл çемье чăмăртасан ашшĕн тăван тăрăхне пурăнма куçасси пирки ун чухне шухăшламан та. Галичсем малтан Еленăн çывăх çынни патĕнче виçĕ уйăх пурăннă. Унтан пĕлĕшĕсен пушă çуртĕнче кун кунланă. Халĕ Хĕрлĕ Чутайра хваттерте пурăнаççĕ. Куншăн уйăхне 4 пин тенкĕ тỹлеççĕ вĕсем. Хăйсене ятăн кĕтес туянмашкăн хальлĕхе укçи-тенки çитсе пымасть.
- Украинăра Стаханов хулинче пурăнаттăмăр. Унта пирĕн виçĕ пỹлĕмлĕ хваттер, гараж, çăмăл машина юлчĕ. Ку таранччен ĕçлесе илнĕ мĕн пур пурлăха пăрахса кайма тиврĕ. Лайăх шалу тỹлекен ĕçре тăрăшаттăм. Пĕтĕмпех йĕркеллĕччĕ. Пурнăç пĕр самантра чăл-пар саланчĕ. Хамăр вăйпа ĕçлесе илнĕ пурлăха хăварма шел, паллах, - кулянса калаçрĕ Иван.
Куçса килсенех Галичсене йывăр пулнă. Ĕç вырăнĕ тупма çăмăл мар, ачасене садике, шкула вырнаçтарасси те хĕн. Украинăран тарса килнисен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Медицина справкине илмешкĕн вĕсен вун-вун анализ пама, тухтăрсем патĕнче тĕрĕсленме тивнĕ. Укçа-тенкĕ те çитсе пыман. Мăшăра тăванĕсем, пĕлĕшĕсем нумай пулăшнă: çамрăксене алă пама тăрăшнă. Иван бульдозерист-экскаваторщик профессине алла илнĕ. Халĕ вăл ЯХПК-ри сĕт комплексĕнче тăрăшать. Елена малтан ача садĕнче ĕçленĕ, пĕлтĕртенпе доярка тивĕçне пурнăçлать. Çамрăк хĕрарăм Украинăра ĕне суса курнипе курманни кăсăклантарчĕ.
- Эпир хулара пурăннă пулин те выльăх-чĕрлĕх усранă. Хăй вăхăтĕнче ĕне те, сурăх та, хур-кăвакал та тытнă. Чăваш Енре пĕрремĕш хут ĕне суса куртăм. Пĕрре ларсах вĕрентĕм. Халĕ мана 55 ĕне шанса панă. Вĕсене аппаратпа сунă хыççăн алăпа тĕрĕслетĕп. Ирхи сăвăма 5 сехетрех килме тивет. Ĕçрен хăрамастăп. Шалăвне вăхăтра тỹлеççĕ. Çакă ĕçлеме хавхалантарать те, - калаçăва хутшăнчĕ Елена.
Нумаях пулмасть Галичсем Раççей паспортне илнĕ. Куншăн вĕсем çав тери савăннă. Халĕ палăртнисене пурнăçа кĕртме çул уçă. Вĕсем патшалăхран мĕнле те пулин пулăшу илмешкĕн тăрăшаççĕ. Кунта та Укра-инăри пекех ура çине çирĕп тăма тĕллев лартнă вĕсем. Çемье хальлĕхе тара илнĕ хваттерте пурăнать пулин те çитес вăхăтра çурт хăпартма ĕмĕтленет. Иван каласа кăтартнă тăрăх, Украинăра вĕсен йăмăкĕ-шăллĕ, тус-тăванĕ пурăнать.
Шел те, кил хуçин çывăх çыннисем çĕре кĕнĕ. Еленăн амăшĕ халĕ те Украинăрах пурăнать. Мăшăр тăванĕсемпе интернет урлă çыхăнать, вĕсен сывлăхĕпе кăсăкланать. Галичсене пирĕн тăрăхра пурăн-ма килĕшет. Лăпкă, уçă сывлăш, хулари пек шавлă мар. Ачисем те халĕ çĕнĕ вырăна хăнăхнă. Хĕрĕ 3-мĕш класа çỹрет, ывăлĕ ача сачĕн сукмакне такăрлатать. Мăшăр 13 çул пĕрле пурăнать.
Еленăпа Иван иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕн шкулти ăсату каçĕнче паллашнă. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕскерсем çур çултан çемье чăмăртанă, чиркỹре венчете тăнă. Мăшăр пĕр-пĕрин çине ăшă куçпа пăхать. Вĕсем пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, чунран юратаççĕ. Çемьери килĕшỹ пĕлтерĕшлине лайăх ăнланаççĕ. Пĕр сукмакпа алла-аллăн тытăнса утни кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшать.
Любовь ПЕТРОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"