24 марта 2017 г.
Районти полици уйрăмĕ республика территорийĕнче суя укçа тупса палăртнă тĕслĕхсем нумайланнине пула асăрхануллă пулмалли пирки тепĕр хутчен аса илтерет.
Уйрăмах 1000 тата 5000 тенкĕлĕх суя купюрăсем чылай. Палăртмалла, асăннă купюрăсене пахалăхлă тунă, çавна май вĕсене палăртма йывăртарах. Купюра çинчи ỹкерчĕксем оригинал çинчипекех, микроперфораци те пур. Вĕсемпе ытларах укçа суя мар пулнине тĕрĕслекен аппаратсем тата видеосăнав вырнаçтарман вырăнсенче, пасарсенче, автовокзалсенче, автозаправкăсенче тата суту-илỹ вырăнĕсенче усă кураççĕ.
Укçа чăн е суя пулнине тĕрĕслеме вĕсене лайăхрах сăнамалла (çутă çине тытса тĕплĕн пăхмалла); иккĕленỹ çуралсан телефонпа е çын урлă полици ĕçченĕсене чĕнсе илмелле. Чăн мар укçа хатĕрлекенсем тата саракансем пирки пĕлсен тата иккĕ лентерекен çынсене курсан та тăхтаса тăмасăр 02 е 2-11-02 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
В.БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"