24 марта 2017 г.
Района газификацилессин пуçламăшĕ те, малашлăхĕ те пур Питĕ лайăх астăватăп, 1987 çулта (эпĕ ун чухне районти агропромышленность пĕрлешĕвĕн (РАПО) строительство пайĕн начальникĕнче ĕçлеттĕмччĕ) пурте республикăна газификацилесси çинчен калаçатчĕç. Кỹршĕри Етĕрне районĕнче ялсене газ кĕртме пуçланăччĕ ĕнтĕ. Элĕк районĕнчи Мăн Этмен ялĕнчи АГРС-ран та газ пăрăхĕсене тăсма тытăннăччĕ. Пирĕн те ку енĕпе хăвăртрах ĕçлеме тытăнмаллине питĕ лайăх ăнланаттăм. Çавăнпа газификаци ыйтăвĕшĕн яваплă çынна палăртрăмăр. Анчах та вăл умри задачисене пурнăçлаймарĕ. Унтан урăх çынна, пысăк предприятинче тĕп инженерта ĕçленĕскере, шантăмăр - унтан та пулмарĕ, тухса кайрĕ. Вара эпĕ РАПО председателĕнчен Валерий Гурьевич Орловран мана строительство пайĕн начальникĕнчен хăтарса района газификацилессишĕн яваплă çын тума ыйтрăм. Ман ыйтăва вăл тỹрех тивĕçтереймерĕ. 1989 çулта эпĕ района газ кĕртес енĕпе ĕçлекен тĕп инженер пулса тăтăм. Çав вăхăтран манăн канăçсăр, куç хупмасăр ирттернĕ каçсем пуçланчĕç. Вăл вăхăтра эпĕ ĕçрех пурăннă темелле. Киле канмалли кунсенче кăна килсе лекеттĕм. Ун чухнехи предприятисемпе организацисен, колхозсемпе совхозсен ертỹçисем патне ыйтупа тухсан яланах пулăшма хатĕрччĕ. Хăвăртрах проект хатĕрлесе Хĕрлĕ Чутайра АГРС (газ пайлакан автоматизациленĕ станци) тăвассипе çивĕч ыйту тăратчĕ. Ним тăхтаса тăмасăр райĕçтăвком председателĕпе А.П.Самылкинпа Чулхулана "Волготрансгаз" пĕрлешĕве тухса кайрăмăр. Пире тĕп директор Геннадий Иванович Стефановский йышăнчĕ. Анчах та газ кĕртессине кая хăварнă пирки ыйтăва тỹрех хамăр майлă татса пама май килмерĕ. АГРС тумасăр ялсене газ пăрăхĕсем хывма май çукчĕ. Çапах та ним тумасăр тăма та пултараймастăмăр, АГРС проектне васкавлă тумаллаччĕ. Çавăнпа та эпĕ Чулхулана, Геннадий Иванович Стефановский патне, тепĕр хут кайрăм. Çавăн хыççăн вара вăл пулăшнипе "Газпром" АГРС проектне тума ирĕк пачĕ. Вăл вăхăтра çакăн евĕр проектсене Чулхулари "Гипрогазцентр" проект институтĕнче кăна тăватчĕç. Вĕсен вара ĕçĕ питĕ нумайччĕ тата планпа ĕçлетчĕç. Паллах, пирĕн район вĕсен планĕнче пулман. Çавăнпа проект ĕçĕсене тума вĕсем килĕшмерĕç. Каллех Геннадий Стефановскин пулăшăвĕ кирлĕ пулчĕ. Юлашкинчен килĕшрĕç, проект валли пуçламăш даннăйсене ыйтрĕç, проектăн тĕп инженерне палăртрĕç. Унпа пĕрле манăн пулас АГРС вырăнне (Туктамăш çывăхĕнчи уйри вырăна) тишкерме темиçе хут та килсе çỹреме тиврĕ. Çав хушăрах манăн васкавлă майпа проектпа шырав ĕçĕсен пур техника условийĕсене института хатĕрлесе пама тиврĕ, темиçе хутчен те Г.И.Стефановский патĕнче пулма тỹр килчĕ. Каярахпа вăл хăй те районта хăнара пулчĕ.
Проектпа смета документацине хăвăрт туса пачĕç. 1991 çул пуçламăшĕнче АГРС тăвассине строительство планне кĕртме тỹр килчĕ. Ăна тумашкăн подряд организацине тупас ыйту тухса тăчĕ. Малтанах Г.И.Стефановский ертсе пыракан дирекци, заказчик пулнă май, пирĕн проектпа смета документацине Хусанти "Таттрубопроводстрой" пĕрлешĕве панăччĕ. Унăн тĕп директорĕ Иван Васильевич Дуплий патĕнче пулнă май вăл мана газ пăрăхĕсен отвочĕн строительствин калăпăшĕ пĕчĕк пулнине кура хирĕç пулчĕ. Пирĕн газ пăрăхĕсен отвочĕ 2 километр кăначчĕ, вĕсене тивĕçтерме вара 5 километр кирлĕччĕ. Çак ыйтăва татса парас тĕлĕшпе çав пĕрлешỹ пăхăнса тăракан СССР Министерствине тухма шутларăм. Малтанах СССР халăх депутачĕ патне Аркадий Павлович Айдак патне ыйтупа тухрăм. Мартăн 8-мĕшĕнче эпир унпа Мускавра, Хĕрлĕ площадьре, тĕл пултăмăр. Мартăн 9-мĕшĕнче СССР Аслă Канашĕн сессийĕ пуçланчĕ. Мускавра пирĕн Нефть тата газ промышленноçĕн министерствине ыйтупа тухмаллаччĕ. Шăпах ăна "Таттрубопроводстрой" пĕрлешỹ пăхăнса тăратчĕ.
Çав хушăра эпĕ Мускаврах пурăнтăм. Эрнерен кăна мана министерствăн газификаци объекчĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ йышăнчĕ. Вăл тỹрех Хусанти пĕрлешỹпе телефонпа çыхăнчĕ. Эпĕ ăнлантăм - лешсем ирĕк пачĕç. Мана çав пĕрлешỹ ирĕк пани çинчен хут тыттарчĕç те эпĕ Хусана çул тытрăм. Анчах Мускав хыççăн та И.В.Дуплий тепĕр хут хирĕç пулчĕ. Ку вăхăт тĕлне района урăх çынсем ертсе пыратчĕç ĕнтĕ. Çавăнпа газификаци ыйтăвĕпе эпĕ пĕччен куçа-куçăн тăрса юлтăм тесен те тĕрĕс. Тăтăшах малалла мĕн тумалли пирки шутласа çỹреттĕм. Юлашкинчен Шупашкара çул тытрăм, кашни кун тĕрлĕ строительствăпа монтаж организацийĕсене кĕрсе тухаттăм. Çапла ман куç тĕлне "Союзволгогаз" СМУ (строительствăпа монтаж управленийĕ) тĕл пулчĕ. Кĕрсе пăхма шутларăм, мана çамрăк директор Юрий Викторович Гусев кĕтсе илчĕ. Паллашрăмăр, Пăрачкав районĕнчен тухнă, питĕ кăмăллă вырăс çынни иккен.
- Эпир ун пек объектсем тăватпăр, анчах пирĕн унсăрăн та ĕç питĕ нумай, - терĕ вăл.
Манăн ыйтăва пĕччен татса пама килĕшмерĕ, мĕншĕн тесен унăн предприятийĕ "Союзволгогаз" трест йышне кĕретмĕн, тресчĕ - Чулхулара. Тепĕр кунхине Юрий Гусев Шупашкартан, эпĕ çав кунах "Хусан - Чулхула" поездпа Çĕмĕрлерен треста тухса кайрăмăр. Çитсен В.П.Сучков управляющи патне кĕтĕмĕр, вăл та ĕç нумай пирки пирĕн объекта йышăнасшăн пулмарĕ. Тавах Ю.В. Гусева (вăл халь пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ), маншăн вăл питĕ тăрăшса калаçрĕ, вара В.П.Сучков алă пусса пачĕ. Эпĕ çакăншăн вĕçĕ-хĕррисĕр савăнтăм. Çавăн пек майпа 1991 çулта газ пăрăхĕн отвочĕн тата АГРС шăпи паллă пулчĕ. АГРС-ăн пысăк оборудованийĕсене Шупашкар районĕнчи Апаш салинчен (кунта "Волготрансгаз" склачĕччĕ) эрне турттартăм. Çак тĕлĕшпе ун чухнехи районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн ертỹçи Юрий Штанков транспортпа, автокранпа тивĕçтерчĕ. "Союзволгогаз" СМУ монтажникĕсен бригадине "Путь Ильича" колхозăн мехпаркĕнче вырнаçтарма май тупрăм. Вĕсем унтах пурăнатчĕç, виçĕ хутчен колхоз столовăйĕнче апатланатчĕç. Петр Васильевич Васюкова çавăншăн пысăк тав каламалла.
АГРС-а палăртнинчен нумай маларах, 1994 çулта, хута ятăмăр. АГРС-ра ĕçлеме пуçласан "Чувашагропромпроект" институчĕн специалисчĕсемпе пĕрле района газпа тивĕçтерес схемăна тума тытăнтăмăр. Çак институтăн пай начальникĕпе Александр Шильяновпа район тăрăх нумай çỹрерĕмĕр, АГРС-ран каякан газ пăрăхĕсем хывмалли кашни трассăна, ялсене, газ кĕртмелли объектсене тĕплĕн тишкертĕмĕр. Хĕрлĕ Чутайри АГРС-ран райцентра газ пăрăхĕсем туртрăмăр.
Çак ĕçсене "Спецмонтаж" ПМК (ертỹçи Н.Г.Титов), "Агропроммонтаж" трест (ертỹçи Д.П.Волошин) пурнăçлатчĕç. Райцентра газ çитермелли çул питĕ йывăр пулчĕ. Пăрăхсем хывнă тĕлте Туктамăш ялĕнчи икĕ уйрăм хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх усрамалли хуралтисене куçарма, унтан çĕнĕрен урăх çĕрте тума, çавăн пекех уйрăм çынсен çĕр лаптăкĕсен чиккисене куçарма тиврĕ. Ял çыннисенчен пирĕнпе килĕшменнипе аллине чăмăрлакансем те пулчĕç, ăнлантарса панă хыççăн кăна килĕшрĕç. Пахча çимĕç типĕтекен завод урлă пăрăхсем хывнă чух шыв-шур тата асфальт çул урлă икĕ хут каçарма тиврĕ.
Юлашкинчен пăрăх хывса пăрахăçа тухнă кивĕ çăва çине тухрăмăр. Экскаваторщиксем çăва çинче çĕр чавасшăн пулмарĕç. Çăва урлă мĕнле тухнине, мĕн чухлĕ вăй тăкнине Александр Федорович Фондеркин тата эпĕ кăна пĕлетпĕр. Чылай йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса кăна сĕт заводне кăвак çулăм çитертĕмĕр. Вăл район историйĕнче кăвак çулăмпа ĕçлекен пĕрремĕш котельнă пулчĕ. Сĕт завочĕн котельнăйне газ панă хыççăн газ пăрăхĕсене малалла Атнар, Мăн Этмен, Мучикасси ялĕсене çитерес тĕллевпе райцентр тата "Етĕрне - Çĕмĕрле" çул урлă каçартăмăр. Асăннă ялсене "Чебоксарстройгаз" УАО тата Муркашри ПМК подрядчикĕсем газ çитерессипе ĕçлерĕç, 110-160 см диаметрлă полиэтилен пăрăхсем хыврĕç. Ачкасси, Шулю, Мишеркасси, Серенкасси, Калкасси, Ваçкаçырми тата Хватукасси ялĕсенче вара тĕрлĕ диаметрлă хурçă тата полиэтилен пăрăхсем хыврĕç.
Пантьăк, Хирлỹкасси, Ирчкасси, Карăкçырми, Шуккакасси, Турхан, Уйпуç, Малиновка, Кив Ирчемес, Çĕн Ирчемес, Хăмаркка ялĕсене полиэтилен пăрăхсем хыврĕç. Вăл вăхăтра пăрăхсем çитменни çивĕч ыйтуччĕ, манăн таçта та çитсе курма тỹр килчĕ. Паянхи пек астăватăп Уралти хуласене.
Тутар Республикинчи Альметьевск хулинче пăрăх кăларакан завод пуррине пĕлсен эпир тỹрех унта кайрăмăр. Ун чух çĕршывра фонд тытăмĕ ĕçлетчĕ, фонд çук пулин те пире кỹршĕри юлташсем ăнланса пулăшма тăрăшрĕç, пирĕн района хурçăран тунă, завод изоляцийĕллĕ 200 тонна пăрăх уйăрса пачĕç. Çакă пире Элĕк районĕнчи Мăн Этменти АГРС-ран Сĕнтĕкçырми ялĕ таран хывма çитрĕ. Çулталăк вĕçленсе пынă май çав пăрăхсене заводран васкавлă илсе тухса, 700 километр çула парăнтарса района илсе çитермеллеччĕ. Юрать-ха, ун чухне каллех "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн ертỹçи Ю.С.Штанков пулăшрĕ.
Ун чух районта республикăри вунна яхăн подряд организацийĕ тăрăшатчĕ. Вĕсен кашнин хăйĕн татса памалли ыйтăвĕччĕ. Чи малтанах общежити, апатлану ыйтăвĕ хумхантаратчĕ. Монтажниксене кунне виçĕ хут вĕри апат çитермеллеччĕ. Çак тата ытти нумай ыйтăва та манăн татса пама тиветчĕ. Пурăнмалли майсем çук пирки бригадăсем ĕçлеме килĕшменни те пулкалатчĕ. Района газификациленĕ вăхăтра район тăрăх 500 километра яхăн тĕрлĕ диаметрлă газ пăрăхĕсем хывнă, монтажланă. 70 ялтан 63-не газ çитернĕ. Çичĕ яла (Красный Яр, Вишенер, Пчелка, Дубовка, Лоба, Кишлĕ, Горбатовка) инçере вырнаçнăран тата ялсем çурма пушă пулнăран газ çитерме май пулмарĕ. Çавăн пекех организацисемпе предприятисен, шкулсен котельнăйĕсене çутçанталăк газĕ çине куçартăмăр. Пур шкул котельнăйĕсенче те ĕçсене Муркашри ПМК-н Етĕрнери участокĕнчи бригада пурнăçларĕ. Унăн начальникĕ П.М.Митрофанов уйрăмах ырă сăмаха тивĕç. Яваплăха туйса ĕçлекен çынччĕ.
Çавăн пекех райцентрти пур котельнăйсене газ çине куçартăмăр. Коммуналлă хуçалăхăн котельнăйĕнчен газ райцентрта пурăнакансем тата социаллă объектсем патне пурин патне те çитет. Ĕçсене пурнăçлама республика бюджечĕн укçи çителĕк- сĕрччĕ. Çавăнпа укçа-тенке урăх çĕрте шырама тиветчĕ. Çапла майпа тăрăшса ĕçленипе газ сечĕсен строительствине пурнăçлама ЧР Экономика аталанăвĕн, Ялхуçалăх министерствисем урлă федераллă бюджетран 40,0 миллион тенкĕ инвестици явăçтарма май килчĕ. Вăл вăхăтрипе ку укçа питĕ пысăкчĕ. Çирĕплетсех калатăп, республикăри районсенчен нихăшĕ те çавăн чухлĕ укçа явăçтарман. Унсăр пуçне Раççейри регионсен аталанăвĕн представительствинчи тус-юлташ урлă район больницин котельнăйне газификацилеме федераллă бюджетран 100 процентлă финансировани явăçтарма пултартăмăр. Больница котельнăйне оборудованипе тивĕçтерес тĕлĕшре "Межрегионкомплект" предприятин тĕп директорĕ Александр Евгеньевич Шуркин хисепе тивĕçлĕ. Çавăн пек майсем тупман пулсан çак объекта район бюджетĕнчен тивĕçтерме тиветчĕ. Çав вăхăтрах вăрман леш енчи участока газ кĕртессипе ĕçлемеллеччĕ. Унта çакăн пек вăйлă подряд организацийĕсем - "Спецмонтажная" ПМК, "Строймонтаж", "Ида" ТЯО-сем - ĕçлетчĕç. Кунти хуçалăхсене Элĕк районĕнчи Мăн Этмен ялĕнчи АГРС-ран газ çитермеллеччĕ. Унта çав АГРС-а пирĕнтен нумай маларах хута янăччĕ.
Вăл вăхăтра предприятисемпе организацисен ертỹçисен хăйсен котельнăйĕсенче çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн лимит илме тăрăш-маллаччĕ. Çакă питĕ йывăрччĕ. Ертỹçĕсенчен нумайăшĕ лимит мĕнле илмеллине ăнланмастчĕ. Вĕсен йывăр ĕçне манăн хамăн çине илме тиветчĕ. Лимита вара РФ Нефть тата газ промышленность министерствинче кăна паратчĕç. Каярахпа вырăнтах пама ирĕк пачĕç. Раççей "Газпромĕнчен" районти сĕт завочĕн, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн тата "Путь Ильча" колхозăн котельнăйĕсем валли лимит мĕнле майпа илнине паянхи пек астăватăп. Проект институтĕнче, газификаци пайĕнче, манăн юлташ Александр Шильянов пулăшнипе лимит илмешкĕн экономика расчечĕсем тĕлĕнмелле хăвăрт туса пачĕç. 1997 çулхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк сивĕтсех пычĕ. Çавăнпа котельнăйсем валли лимит илме эпир çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх начальникĕпе "Газпрома" тухса кайрăмăр. Ун чух лимита туллин пама тăрăшмастчĕç. Пирĕн вара виçĕ котельнăйĕ те проектпа тăватă котелтан тăратчĕ. Пире расчетран пĕрешер котел кăларма сĕнчĕç. Анчах эпĕ питĕ лайăх ăнланаттăм, ун пек тусан газ парас калăпăш чакать. "Çĕнĕ расчетпа килĕр, вара лимит паратпăр", - терĕç пире. Мускавран таврăнсан эпĕ тепĕр куннех Шупашкара "Чувашагропромпроект" института вĕçтертĕм, çав кунах мана çĕнĕ расчет туса пачĕç. Газификаци пайĕнчи хĕрсем пысăк ĕçе хăвăрт пурнăçларĕç. Тинех лимит валли документсем хатĕр пулчĕç...
Эпĕ хампа пĕрле ĕçлеме тỹр килнĕ, йывăрлăхра пĕрле пулнă, пу-лăшнă юлташсене яланах ырăпа аса илетĕп. Района газ кĕртнĕ çулсенче ура хуракансем те пулчĕç, вĕсем хут çинче манăн йăнăшсене кăна шыраса ларатчĕç. Анчах пустуй ĕçленчĕç кăна. Тепĕр чухне ларатăп та пуçа шухăшсем килеççĕ: "Çав вăхăтра калама çук йывăр ĕçсене эпĕ мĕнле майпа пурнăçлама пултарнă-ха?" Хурав пĕрре: "Çынсене питĕ ырă тăвас килнипе". Çулсем малаллах шунă май эпĕ те çамрăкланса пымастăп. Çитменнине çамрăкрах чух çĕр çывăрман, пуçа çĕмĕрттерсе шутланă кунсем паян сывлăх çинче палăраççĕ. Темĕнле пулсан та манăн ĕç халăх умĕнче, çавăнпа эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп.
Иван ВАЗЯКОВ, Мишеркасси ялĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"