АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕмĕрт çеçки çурăлсан

24 марта 2017 г.

 - Эпĕ пилĕк çулта пулнă-ши ун чухне? Пĕррехинче темĕнле майпа Шчанас юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă çичĕ çул вĕренмелли шкулĕн тĕп корпусĕнче пулма тỹр килнĕччĕ. Шăпах Павел Николаевич вăтам сыпăкра вĕренекенсемпе урок ирттеретчĕ. Вĕрентекенĕн аллинчи сĕрмекупăс хĕлĕхĕсенчен çав тери илемлĕ кĕвĕ юхатчĕ. Çав кĕвĕ çеммипе ачасем тĕрлĕ сасăпа хавхаланса юрлатчĕç. Çав хушăрах музыкçă инструменчĕпе выляма пăрахатчĕ те, аллинчи икĕ юплă тимĕр татăкне пĕчĕк мăлатукпа шаккаса, вĕренекенĕн хăлхи патне тытатчĕ. Мĕншĕн? Ăнланайман, - аса илет Юлия Александровна.

Ăна тăван Тури Çĕрпỹкасси ялĕнче тăватă класс çеç пĕтерме тỹр килнĕ. 1956 çулта Александр Михайловичпа Валентина Петровна Крыловсем çемйипе Поляр ункин леш енче вырнаçнă Воркута хулине пурăнма куçнă.

Юльăн тепĕр хут тăваттăмĕш класс пĕтерме тивнĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн 20-мĕш номерлĕ хулари шкулта пĕрремĕш хут пиллĕкмĕш класс уçăлнă. Шкулшăн тĕлĕнмелле çĕнĕлĕх - вырăнти телевидени ĕçлеме пуçлани. Мĕн калăн, шахтерсен хулинчи шкулсен пурлăх никĕсĕ пуян пулнă. Çавăн пекех унта виçĕ çĕнĕ рояль хушăннă. Пысăк тăхтавсенче ачасем пĕччен е иккĕн юрланине çырса илнĕ юрăсене телевидени янăраттарнă.

Специалистсен музыка инструменчĕсемпе, техника хатĕрĕсемпе усă курса ирттернĕ юрă урокĕсем ачасене хавхалантарнă. Вĕсене пултарулăх çулĕ çине тăма астарнă. Юля та пĕччен, е юлташ хĕрачипе юрласа пултарулăхĕпе палăрнă. Ытларах вырăс классикĕсен романсĕсем астарнă. М.Глинкăн "Не искушай" романсĕ унăн репертуарĕнче яланах çуталнă.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ илнипе пĕрлех музыка шкулĕнче те вĕренсе фортепиано класĕнче ятарлă ăсталăх пухнă. Музыка шкулĕ вĕренекенĕн тăрăшулăхне питĕ лайăх туптанă. Ку йăла ăна кун-çул уттинче питĕ пысăк витĕм кỹнĕ.

Çичĕ класс пĕтерсен юлташĕпе Сыктывкарти музыка училищине çитеççĕ. Анчах та унти уйрăмра арфа класĕ çеç пулни ĕмĕчĕсене тивĕçтермен. Пулас абитуриент шухăшне улăштарнă. Каникулта çуралнă ене тăванĕсем патне килсен Канаш педучилищин шкул уйрăмне кĕме тĕв тытнă. Каллех ăнăçсăр, мĕншĕн тесен шкул уйрăмĕ наци программипе ĕçлекен специалистсене кăна хатĕрленĕ. Ирĕксĕрех музыка уйрăмĕпе çырлахма тивнĕ. Ку утăм уншăн яланлăха шăпа пỹрни пулса тăнă.

Юля хăй ĕмĕтленнĕ пекех музыкăран искусство тĕнчин алăкне уçса кĕрет. Вăл - хор дирижерĕ. Çапла хор дисциплинисен пулас паллă преподавателĕ çуралнă.

1967 çулта, Шупашкарти И.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче музыкăпа педагогика факультечĕ уçăлсан, Юлия Александровна тỹрех унăн студенчĕсен ретне тăнă. Çав çулах унчченхи электроаппарат завочĕн керменĕ çумĕнче "Янрав" студи те уçăлнă. Вăл тĕрлĕ çулсенчи вĕренекенсен пĕрлешĕвĕсенчен йĕркеленнĕ. Хор тĕсĕ шутланнă. Кашни пĕрлешĕве пĕр тĕллев çыхăнтарса тăнă. Хор ертỹçи П.И.Маркин пĕрремĕш курс студенткине хăйĕн пулăшуçи пулма чĕнсе илнĕ. 30 çул хушши пысăк хавхапа ĕçленĕрен "Янрав" республикăра "кăтартуллă" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ. Студи чăваш хор обществин, заводăн чысĕ-чапĕ пулса тăнă.

Çав çулсенче Ю.А.Дмитриева институт хыççăн Ленинградри Н.А.Римский-Корсаков ячĕллĕ консер-ватори пĕтерме те ĕлкĕрнĕ. 1976-1986 çулсенче хальхи Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн хормейстрĕнче тимленĕ. Ку ĕçре унăн пултарулăхĕ тата та ытларах ялтăртатнă.

Концерт программине пурнăçласа пухнă пуян опытпа "Пулас учителе наци музыкипе усă курма хатĕрлесси" темăпа диссертаци çырса педагогика наукисен ĕçченĕн ятне тивĕçнĕ. Унчченех ăна, 1998 çулта, профессор ятне панă.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ Ю.А.Дмитриева - 70 çулта. Унăн вĕренỹ пособийĕсемпе пуян библиотекинчи "Вокальная орфоэпия чувашских текстов" кĕнекипе университетри, Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи студентсем вĕренеççĕ. Пуян ăс-хакăллă, ăшпиллĕ профессор - студентсен кĕтнĕ хăни.

Мучăшĕ, Петр Николаевич Пушков кукашшĕн пиччĕшĕ, урокĕнче илтнĕ сасăсен тĕнчи ачалăхĕнче паха йĕр хăварнă. Çулсем иртсен çеç юрри "Çĕмĕрт çеçки çурăлсан" ятлă пулнине, П.Н.Никитин ачасене юрланă чух кирлĕ сасă илме камертонпа усă курнине пĕлнĕ. Çак халăх юрри ĕнтĕ унăн искусствăри пултарулăх çулĕн пуçламăшĕ пулнă.

Лев МЕДВЕДЕВ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика