АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха вăрлăхран - ырă çимĕç

29 марта 2017 г.

2017 çула Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕне халалланине пурте пĕлетпĕр. Çавна май ачисемшĕн вăй-халне шеллемен ашшĕ-амăшĕ пирки "Пирĕн пурнăç" хаçатра чылай ырă сăмах çырас килет. Районта йĕркеллĕ ашшĕ-амăш вара сахал мар!

Камсем-ха вĕсем - йĕркеллисем!? Чылайă-шĕн ыйту çуралчĕ пулĕ. Эсир асăннă йыша хăвăра кĕртетĕр е кĕртместĕр? Кун пирки эпĕ пĕлместĕп, анчах та çапларах калас килет: йĕркеллĕ пулнине нимĕн те çитмест, çапла мар-и? Ĕмĕр тăршшĕ вĕрен тăршшĕ мар: пурнăç сукмакĕпе утнă чух йывăрлăхĕпе савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те тем чухлех пулать. Çак сукмак çине никам та чечеклĕ кавир сарса хуман, ăнсăртран такăнса ỹкме те, йăнăш утăм тума та пулать. Пурнăçа чыслă ирттерес тесен шкулта тăрăшса вĕренсе алла специальность илмелле, вăхăт çитсен хăвна тивĕçлĕ мăшăра тĕл пулмалла, ывăл-хĕре кун çути парнелесе ăс парса ỹстермелле, çемьере пĕр-пĕрне юратса, упраса, ăнланса, килĕшỹллĕ пурăнмалла, ĕçкĕ-çикĕпе аташмалла мар... Сăпайлăха упраса çынлăха çухатмасăр пурăнма вара пушшех те çăмăл мар. Хисепе тивĕçлĕ ашшĕ-амăш пулма тата йывăр.

Чун тĕпренчĕкĕме ача садне çитернĕ май куллен ашшĕ-амăшсемпе курнăçатăп. Уйрăмах мамаксемпе маçаксене, кукамайсемпе кукаçисене тĕл пулсан савăнатăп. Вĕсем хăйсен ачисене пурнăç çулĕ çине тăратнă, паян вара мăнукĕсене ỹстерме пулăшаççĕ. Пĕрмаях Галинăпа Петр Столяровсене, Галинăпа Георгий Ярловсене, Нинăпа Владимир Храмовсене тĕл пулатăп. Сăмахран, Столяровсем - хисепе тивĕç ашшĕ-амăшĕ. Хăйсем яваплă должноçсенче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухрĕç, икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса Тăван çĕршывăн юрăхлă ывăл-хĕрĕ пулччăр тесе аслă пĕлỹ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларчĕç пулин те хăйсенчен татах та лайăхрах пурăнччăр тесе ачисемшĕн ăсĕсене те, вăй-халне те, укçи-тенкине те шеллемеççĕ, чун тĕпренчĕкĕсен интересĕсене тĕ пе хурса пурăнаççĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе чунтанах савăнаççĕ. Тĕнчере пур ашшĕ-амăш те Столяровсем пек пулсан çĕршыв тата вăйлăрах пулĕччĕ, ачасем те тăлăххăн çитĕнмĕччĕç...

Вĕреннĕ çын ĕлĕкех хисепре пулнă. Çавна май ашшĕ-амăш ачисене вĕрентме тăрăшать. Юлашки 5 çул хушшинче "Земский доктор" программăпа килĕшỹллĕн 18 врач ĕçе пикенчĕ. 18 çамрăкран 8-шĕ - пирĕн район ывăл-хĕрĕ, кунта ашшĕ-амăш тỹпи те пур. Ачисене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнăшăн вĕсен ячĕсене уйрăммăн палăртас килет: Татьяна Кчеткован ашшĕпе амăшĕ Хĕрлĕ Чутай салинчи Людмилăпа Сергей Кчетковсем, Лилия Зайцеван - Хăмаркка ялĕнчи Еленăпа Валерий Апаллеевсем, Мира Кондратьеван - Хĕрлĕ Чутайри Майăпа Петр Кузьминсем, Вероника Масленникован - Атнарти Еленăпа Валерий Волковсем, Инна Козлован - Хĕрлĕ Чутайри Светланăпа Николай Козловсем, Марина Селянкинан - Шĕмшешри Галинăпа Александр Селянкинсем, Николай Ярабаевăн - Мăн Этменти Аннăпа Александр Ярабаевсем, Екатерина Ярабаеван - Любовьпа Николай Коробковсем.

Лайăххипе пĕрлех, шел те, япăххи те юнашар. Интернетри соцсетьсенче хамăрăн пурнăçа çутатса памалли майсем чылай, нумайăшĕ хăйсен сăнỹкерчĕкĕсене лартать - чылайăшне пăхса савăнатпăр та, анчах ăнланмастăп - амăшĕпе хĕрĕ чĕлхе кăтартса ларнине. Мĕн тери йĕркесĕрлĕх! Çакăн пекки чылай пулни кăмăла хуçать те. Пурнăç тавра сỹтсе явмалли пайтах. Сăмахăма кĕскетсе çапла калатăп: çĕр çине пĕрре килетпĕр, çавăнпа та кашни ашшĕ-амăш хисепе тивĕçтĕр, ачамăрсене пурнăçран ыррине, илемлине, йĕркеллине, усăллине илсе вĕрентесчĕ, вĕсем пирĕнтен ăслăрах та лайăхрах пурăнччăр. Чун тĕпренчĕкĕмĕрсемпе савăнса пурăнасчĕ - тата мĕн кирлĕ ашшĕ-амăшне!

Алина ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика