АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район больницинче ача вилнĕ

29 марта 2017 г.

Лару-тăрăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сăнаса тăрать

Мартăн 24-мĕшĕнче район больницинче Хурашаш ялĕнчи çулталăк та виçĕ уйăхри хĕрача вилсе кайнă. Çак синкерлĕ пулăмпа çыхăннă лару-тăрăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй сăнаса тăрать. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн Владимир Викторовăн хушăвĕпе инкек сăлтавне тĕпчеççĕ. Планпа пăхса хуман тĕрĕслев вăхăтĕнче район больницинчи медицина пулăшăвĕн пахалăхне тĕрĕслеççĕ.

"Малтанласа палăртнă тăрăх, хĕрача менингококк инфекцине пула вилсе кайнă, - пĕлтернĕ Владимир Викторов министр. - Анчах та татăклă комментарисем тĕрĕслев вĕçленсен çеç пулĕç. Бактериологи тĕрĕслевĕ çак эрнере паллă пулма кирлĕ". Республикăри ачасен прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина та вырăна çитсе специалистсем хутшăннипе тĕрĕслев ирттерме палăртнă.

А.ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика