29 марта 2017 г.
Мартăн 24-25-мĕшĕсенче Чăваш наци конгресĕ тăрăшнипе халăх культурине, йăли-йĕркине сума сăвас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ уявсем - регионсем хушшинчи "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" тата "Кĕмĕл сасă" конкурс-фестивальсем - иртнĕ.
Чăваш халăхĕн тум пуянлăхне кăтартса панă конкурса ЧНК-н районти уйрăмĕн хастарĕсем, Кив Атикассипе Питĕркасси ял тăрăхĕсен фольклор ушкăнĕсем, "Пилеш" ача сачĕн коллективĕ, Питĕркасси шкулĕн вĕрентекенĕ Лариса Абакумова хăйĕн вĕренекенĕсемпе, Светлана Яруткина, Зоя Перепелкина, Зоя Магаськина, Регинăпа Наталья Чишкинасем хутшăннă.
Жюри йышăнăвĕпе чăваш тĕрри çинчен илемлĕн ăнлантарса парассипе Мучикассинчи Зинаида Чернована çитекенни пулман. Çавăн пекех хĕрлĕчутайсем "Чăваш тумĕн уйрăм пайĕсем" номинацире çĕнтернĕ, "Наци костюмĕн автор коллекцийĕ" номинацире 3-мĕш пулнă.
Кăçалхипе 18-мĕш хут иртнĕ "Кĕмĕл сасă" конкурсра вара Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Татьяна Мурайкина 3-мĕш вырăн йышăннă. Пирĕн ентеш Регина Чишкина "Хăйне евĕр ăста юрлакан юрăç" номинацире палăрнă. А.ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"