29 марта 2017 г.
Условнăй ĕçсене пурнăçлакан инспекцире пĕлтĕр суд приговорĕпе айăпланнă 152 çынна шута илтĕмĕр. Инспекцин тĕп тивĕçĕ - судпа айăпланнисене учета илесси, вĕсене ĕçпе тивĕçтересси, пурнăç условийĕсемпе, килти лару-тăрупа паллашасси, кỹршĕсемпе ял-йыш шухăш-кăмăлне пĕлесси.
Судпа айăпланнисенчен ытларахăшĕ хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ, тỹрленỹ çулĕ çине тухма тăрăшаççĕ - ун пеккисене вăхăт çитичченех учетран кăларатпăр.
Пĕлтĕрхи июлĕн 7-мĕшĕнче тата кăçалхи февралĕн 3-мĕшĕнче РФ УК-ан 116-мĕш статйине улшăнусем кĕртрĕç. Пирĕн районта çак çăмăллăхпа пĕлтĕр 6 çын, кăçал 4 çын усă курчĕç, вĕсене айăпласси вăхăт çитичченех татăлчĕ. Шел те, саккун ыйтнине пурнăçламан çынсем те пур: хăш-пĕрисем ĕçрен пăрăнса çỹреççĕ, эрех-сăрапа иртĕхеççĕ, çемьере харкашу пуçараççĕ, обществăлла йĕркеллĕхе пăсаççĕ. Паллах, кун пеккисем пирки çирĕп мерăсем йышăнма тивет. Хăйсене йĕркеллĕ тытманшăн пĕлтĕр 21 çынна тепĕр хут ирĕкрен хăтартăмăр.
В.СОРОКИН, районти условнăй ĕçсене пурнăçлакан инспекци начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"