29 марта 2017 г.
Полици уйрăмĕ район çыннисене банк карттисемпе усă курнă чухне тимлĕрех пулма ыйтать. Усал шухăшлă çынсем, ултавçăсем карттăсем çинчи укçана вăрламалли çĕнĕ меслетсем тупсах тăраç-çĕ. Çавăнпа та банк карттисемпе усă курнă чухне çак правилăсене пăхăнăр:
- банк картти, унти даннăйсемпе номерсем сирте кăна пулма кирлĕ. Нимĕнле лару-тăрура та ун пин-кодне, реквизичĕсене çынна ан пĕлтерĕр, ан парăр;
- пин-кодсене карттăсем çине ан çырăр, енчĕкре чиксе ан çỹрĕр. Ăна астуса юлма тăрăшăр е карттăран аякра упрăр; - банк карттипе усă курнă, укçа илнĕ чухне хăрушлăх çук вырăнсенчи банкоматсемпе ĕçлĕр- унта видеосăнав тата хурал пултăр;
- банк карттипе операци тунă чухне сирĕнпе юнашар урăх çынсем тăрасран асăрханăр;
- чека банкомат умĕнче пăрахса ан хăварăр. Унпа усă курса сирĕн карттă номерне юсаса çĕнетме пултараççĕ;
- телефон çине шăнкăрав килсен палламан çынсемпе ан калаçăр, вĕсене карттă номерне ан пĕлтерĕр;
- электрон енчĕксем çине укçа куçарма ан васкăр. Ытларах чухне ултавçăсем тавар илнĕ-сутнă пек тăваççĕ, сирĕн карттăри укçа вĕсен аллине лекме пултарать;
- сирĕн карттăна блокировка лартнă тесе СМС пĕл-терỹ килчĕ-и? Информацие тĕрĕслес тесен банкран пулăшу ыйтмалла.
Хисеплĕ граждансем, банк карттисемпе тимлĕ усă курăр. Реквизитсене никама та ан пĕлтерĕр, çынсене ан парăр. Банк карттисенчен укçа вăрлакансене асăрхасан полици уйрăмне 02 е 2-11-02 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Василий БЕЛОВ, районти полици уйрăмĕн начальник çумĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"