АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисем вĕрентнĕ пек пурăнаççĕ

29 марта 2017 г.

Ваттисем вĕрентнĕ пек пурăнаççĕ

Пирĕн район çĕрĕсен урлăшĕ те, вăрăмĕшĕ те хĕрĕх çухрăма яхăн кăна. Ял çумне ял вырнаçнă. Вĕсем пĕр-пĕринчен çывăхра ларса тухнин сăлтавĕ тĕрлĕрен. Пĕрисем çăмăлтарах пурнăç шыраса ялсем çывăхне килнĕ, теприсем ялсем пысăкланса кайнипе ирĕклĕ çĕрсем çине уйрăлса тухнă. Ял ятне яла пуçласа яракан çын е çывăхри юханшыв, çырма-çатра ячĕпе çыхăнтарса панă.

Калкасси ялĕ пирки те çакнах калама пулать. Чи малтан ĕлĕкхи хут çинче ăна 1835 çулта асăннă (Курмышский удельный приказ). 1859 çулта Чĕмпĕр кĕпернин карттине тунă. Унăн ячĕ çапла - "Топографическая карта Симбирской губернии". Унта пирĕн тăрăхри ялсене те илсе кăтартнă: "Калугина при овраге Кивзерть, 28 дворов, имеется душ мужских - 115, женских - 114". Ял ятне Калкасси тесе çырса хуни вара чăваш чĕлхи аталанма пуçласан кăна çирĕпленнĕ. В.К. Магницкий историк пухса çырнă "Чувашские языческие имена" кĕнекере Калук, Коляк ятлă арçын ячĕсене асăнни пур. Çавна май ял ячĕ вĕсемпе çыхăнма та пултарнă.

Чăвашсен паллă археологĕ В.Ф.Каховский профессор çирĕплетнĕ тăрăх ку таврари çĕрсем çинче çынсем пирĕн эрăчченех, бронзăпа тимĕр ĕмĕрсемчченех пурăннине çирĕплетнĕ. 1930 çулта Калкасси ялĕнчен пĕр çухрăмра кăнтăр енче сăрт хĕрринче вырнаçнă Улăп тăприне (городище) Мускавран килнĕ археологсем чавса пăхнă. Вĕсем авалхи савăтсем, йĕке йĕрĕлчисем, тимĕр çĕçĕсем, чултан ăсталанă япаласем, тискер чĕрчун шăммисене тата ыттине те тупнă. Халĕ хăш-пĕр экспоначĕсем Патшалăхăн Мускаври истори музейĕнче упранаççĕ.

Ялсен историне тĕпченĕ çĕрте тĕрлĕрен истори çăлкуçĕсемсĕр пуçне çынсем те пысăк пулăшу параççĕ. Акă Калкасси ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ, пĕрре мар вырăнти депутат пулнă Петр Дмитриевич Иванов тата паянхи ял старости Валерий Семенович Абакумов тăван ял историйĕпе ял çыннисем çинчен самай пĕлеççĕ. "Ку тăрăха 17 ĕмĕр вĕçĕнче ытти вырăнсенчен яла пуçласа яракансем килсе вырнаçнă. Çав йăхсенчен туратланса йышланнă та паянхи ял халăхĕ", - терĕç вĕсем.

Малтанхи çынсем çырма хĕрринче, юр ир кайса пĕтекен, çăлкуçлă тỹрем вырăнта (хальхи Сад урамĕнче) пурăннă. Кунта кил-çурт çавăрма меллĕ вырăн пулнă, çурçĕр енчен айлăма çỹллĕ çырма хỹтĕленĕ, йĕри-тавра йывăç-тĕм çителĕклĕ пулнă.

Вăхăт иртнĕ май ял пысăкланса пынă, йышлă çемьесем хĕвелтухăç еннелли вырăнсенче çĕнĕ тымарсем ярса пынă. Малтанхи йăх пуçаруçисенчен темиçе ăру урлă ялта (Христос тĕнне йышăннă хыççăн) вырăс ятне илнĕ Леонтьевсем, Богатнаевсем, Аба кумовсем, Ивановсем, Мясниковсем, Калейкинсем, Ягодейкинсем, Дементьевсем тата ыттисем те пулса кайнă.

1837 çултан пуçласа Октябрьти Аслă революциччен ялти халăх удел хресченĕсем шутланнă. Урăхла каласан, таврари мĕнпур пуянлăх - çĕр, вăрман, шыв - патшалăхăн пулнă. Хресченсем вĕсемпе усă курнăшăн пысăк куланай тỹленĕ.

1897 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăхăн пĕрремĕш çыравĕ тăрăх, ялта 56 килте 163 арçын, 173 хĕрарăм пурăннă, 1 çил арманĕ пулнă. 1886 çулта ялта çынсен вăйĕпе лартнă уйрăм çуртра чиркỹпе прихут шкулĕ ĕçлеме пуçланă ("Энциклопедия Чувашской Республики" кĕнекерен, 199 страница). Вăл вăхăтра чиркỹсем халăха çутта кăларас ыйтупа ĕçленĕ. Шкул çурчĕ пулман пирки ачасене чиркỹре ĕçлекенсен килĕсенче вĕрентнĕ, Калкасси ял çыннисем Хĕрлĕ Чутайри чиркỹ прихутне кĕнĕ.

1929 çулта колхозсене йĕркелемелли юхăм пуçлансан калкассисем "Красный Октябрь" ятлă хресчен хуçалăхне туса хунă. Колхозри тĕп вăй лаша шутланнă. Вăрçă умĕнхи çулсенче ĕç лашисем кăна 100-е майлă пулнă. Пĕчĕк ялшăн чылай пысăк хисеп ку. Вăрçă çулĕсенче чи лайăх лашасене (çуррине ытла) фронта ăсатнă. Хаяр вăрçă çулĕсем ял пурнăçĕнче йывăр йĕр хăварнă. Тăван çĕршыва хỹтĕлеме 83 вăйпитти арçын тухса кайнă, 46-шĕ вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă. Ялта çуралса ỹснĕ Калейкинсен çемйинчен пиллĕкĕн, Абакумовсен, Дементьевсен, Матвеевсен виçшер ывăл вăрçăра çапăçнă. Вăрçă йывăрлăхĕсене пăхмасăр ял çынни колхоз пỹлминче тыр-пул пултăр тесе тăрăшнă. Колхоз çĕрĕ анкарти мар, кĕреçепе касса кăпкалатаймастăн. Çана май турта хушшине вăкăрсене, тепĕр чухне ĕнесене те хăнăхтарса çĕре сухаласа акса хăварнă.

Колхозсене пĕрлештерсе пысăклатма тытăнсан калкассисем серенкассисемпе пĕрлешсе ĕçлеме тытăннă. Каярахпа Ачкас-си ял Канашне кĕрекен "Путь Ильича" колхоз йĕркеленнĕ.

Пĕрлехи вăйпа ку хуçалăх 70-80-мĕш çулсенче районта малта пыракансен ретĕн-че тăнă. Калкассисем çак колхозăн 4-мĕш бригади пулнă. Çав çулсенче мухтавлă бригадăна Аверьян Андреевич Артемьев, Петр Борисович Мясников ертсе пынине палăртмалла. Калкасси ачисем Серенкассинчи шкулта пĕлỹ илнĕ. Вĕсем хушшинче ырă ята тивĕçнисем сахал мар.

Калкассисем ялти спортăн тĕрлĕ ăмăртăвĕсене активлă хутшăннипе палăрса тăнă. 1970-1980 çулсенче хальхи пек спортзалсемпе ФСК-сем пулман, ачасем хăйсен интересне кура хоккей, футбол, волейбол вăййисене вылятчĕç, йĕлтĕрпе чупатчĕç. Калкассинчи мăн пĕве çинче каток йĕркелетчĕç, ăна хĕлĕпех тасатса тăратчĕç, унта тăтăшах вăйăсем ирттеретчĕç. Калкасси çамрăкĕсен "Ракета" ятлă хоккей командинче Юрий Оринов (Харламов), Николай Герасимов (Мальцев), Валерий Богатнаевпа Юрий Абакумов (Рагулин), Анатолий Абакумов (Якушев), Алексей Терентьевпа Владимир Матвеев, Владимир Волков (Старшиновсем), Петр Мясников (Третьяк) пулнă. Вĕсене районти пĕр шкул команди те çĕнтереймен. Çавăнпа вĕсем район чысне республикăра хỹтĕлеме тивĕç пулчĕç. Пĕр çулхине Шупашкарти "Волга" стадионта иртнĕ "Ылтăн шайба" турнирĕнче команда республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Çавăн чухне Анатолий Абакумов команда капитанĕ чи лайăх тапăнса вылякансен шутне кĕнĕччĕ.

Калкасси тăрăхĕ - илемлĕ вырăн. Ял çумĕпе тарăн та вăрăм çырма тăсăлать. Кунта çурхи шыв-шур хăватлă кĕрлесе юхнă май çĕрсене шыв çисе ан кайтăр тесе çырма хĕррипе ял çыннисем йывăç нумай лартса çитĕнтернĕ. Калкасси район центрĕнчен икĕ çухрăмра вырнаçнă. Ял халĕ виçĕ урамран тăрать, унта 126 кил шутланать. Вĕсенче 291 çын пурăнать. Кунта та ытти çĕрти пекех туслă та ĕçчен, пĕр-пĕриншĕн кар тăма пултаракан хастар чунлă халăх тымар янă. Вĕсем пысăк та хăтлă çуртсем лартса, ял пурнăçĕн йĕркине тытса, халăх йăли-йĕркине упраса, ваттисем вĕрентнĕ пек тĕрĕс çултан пăрăнмасăр малалла утаççĕ.

Валерий РОМАНОВ, районти таврапĕлỹçĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика