31 марта 2017 г.
Хĕллехи кунсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. 2-3 эрнерен ял çынни анкартине те тухĕ, сад-пахчара тирпей-илем кỹме пуçăнĕ. Хĕл каçа кил таврашĕнче пуçтарăннă çỹп-çап та хăйĕн яланхи вырăнне кайса выртĕ. Пирĕнтен чылайăшĕн çỹп-çапа асфальт çул хĕррине кайса тăкасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Паллах, тавралăх илемĕ пирки манманнисем те пур. Халăхăн кăçал Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнине асра тытасчĕ. Хамăр пурăннă вырăна мĕншĕн варалас? Вăл пирĕн сăн-пит мар-и?
Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те кун пек вырăнсене тасатса тăма тăрăшаççĕ, анчах пурин те пулса çитмест. Айăпĕ, паллах, вĕсенче анчах мар, çỹп-çап купи еннелле витри-витрипе, миххи-миххипе хуçалăхра кирлĕ мар япаласене тултакансенче те.
Хĕвел хĕртнĕ май юрĕ те хăвăрт ирĕлсе пырать. Хальлĕхе çул хĕрринчи çỹп-çап куписем çинчи шурă кавир кăштах курăнать-ха. Анчах ял урамĕсем, уйсем тăрăх чупса çỹрекен килсĕр, хуçасăр йытăсем апат шыраса вăл михĕ-хутаçсене çул тăршшĕпех салатса пыраççĕ е вĕсене вăйлă çил хăех сапалать.
Ĕçе çỹренĕ май çакăн пек ỹкерчĕке кашни кунах куратăп. Пĕлтĕр, кĕркунне, Туктамăшри çак çỹп-çап купи тата пысăкрахчĕ. Тем хушăран ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе вăл çухалчĕ. Анчах вăхăт нумай та иртмерĕ - вăл каллех ỹсме пуçларĕ. Çỹп-çап тăкмалли ятарлă контейнер пулсанах кун пек ỹкерчĕк пулмĕччĕ, анчах темшĕн вĕсем ял тăрăхĕсенче хальлĕхе сахалрах. Ял çынни вара пĕрре çỹп-çап тăкма хăнăхнă тĕлеллех çул тытать. Пĕр çĕре пухса çунтарса яма пулмасть-ши? Е куçа тĕтĕм кĕресрен хăратпăр? Тирпей-илем кỹнĕ вырăна мĕншĕн вараламалла-ши? Пĕри тăкать, тепри тăкать... Хăшĕ-пĕри вара вараланчăк шыва та урам хушшине тăкма вăтанмасть. Ялта выльăх усрамасăр пулмасть, анкартинче тислĕк купи çук-им? Тен, çавăнпа халăхра: "Намăс малти хапхаран çакăннă", - теççĕ. Намăс симĕс мар çав, вăл куçа курăнмасть. Килти, çурт таврашĕнчи ăпăр-тапăра пуçтарса çул хĕррине пăрахни çын тирпейлĕ пулнине пĕлтермест.
Намăс пулмалла пек çутçанталăка çапла вараласа сиен кỹме. Тасалăхĕпе илемлĕхĕ хамăршăн-çке. Пĕр çĕрте тирпейлеме тăрăшса тепĕр çĕртине варалас марччĕ. Этемĕн темĕнле пулсан та этемех пулмалла пулĕ.
А.АЛЕКСЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"