31 марта 2017 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнче çуркуннехи призыв пуçланать Мартăн 29-30-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Çар комиссариатĕнче районсенчи призыв комиссийĕн председателĕсем, тухтăрсем, çар комиссарĕсем хутшăннипе методикăпа инструкторсен пухăвĕсем иртнĕ. Унта 2016 çулхи кĕрхи призыв тапхăрне пĕтĕмлетнĕ, 2017 çулхи апрель-июнь уйăхĕсенчи çурхи призыва йĕркелесе ирттерес ĕçсене палăртнă.
Сăмах май, граждансене çар службине хатĕрлессипе тата призыв ирттерессипе иртнĕ çулхи кăтартусемпе Тĕп çар округĕнчи субъектсем тата иккĕмĕш разрядлă çар комиссариачĕсем хушшинче Чăваш Ен иккĕмĕш вырăн йышăннă. Граждансене çара илес нормăна вăл палăртнă вăхăтра туллин пурнăçланă. 2016 çулта республикăра пĕтĕмпе 3051 çынна (вăл шутра октябрь-декабрь уйăхĕсенче - 1591 çынна, пирĕн районтан - 30 ытла каччăна) çара ăсатнă.
Çуркуннехи призывпа вара Чăваш Енри 1334 çын çар ретне тăмалла. ЧР юстиципе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ - ЧР призыв комиссийĕн (резерв йышĕн) председателĕ Наталья Тимофеева сăмахĕ тăрăх, кашни призыврах Чăваш Енрен çар ретне тăракансен 45 проценчĕ вĕренỹ чаçĕсене каять. Ытларах пайĕ Тип çĕр çинчи чаçсенче (52 процент), РФ Наци гвардийĕнче (20 процента яхăн) хĕсметре тăрать. Служба географийĕ те анлă: Калининград облаçĕнчен пуçласа Инçет Хĕвелтухăç таранах. Пирĕн призывниксем Крымра та, Президент полкĕнче те пур.
Сăмахран, май уйăхĕн вĕçĕнче Кив Ирчемес каччи Дмитрий Александрович Белов Президент полкĕнчен çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăнĕ. Çак сумлă полка тивĕçлĕ çамрăксем пирĕн районтан кăçал та пуласса шанатпăр. А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"