31 марта 2017 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне пур-нăçланă май районта усă курман куçман пурлăха халăха явăçтарнипе тупса палăртас тĕлĕшпе "Халăх инвентаризацийĕ" акци пырать. Мартăн 29-мĕшĕ тĕлне куçман 15 пурлăха шута илнĕ, ял тăрăхĕ йĕркеленĕ тухса çỹрекен ушкăн вĕсенчен 13-шне тишкерсе акт çырнă. Палăртмалла, акцин тĕп тĕллевĕ - авариллĕ, усă курман, пушă ларакан çуртсене тата налук çаврăнăшне кĕмен куçман пурлăха тупса палăртасси, район территорийĕнче йĕрке тăвасси. Пушă ларакан çуртсем, вăл шутра - хуçалăхсен, уйрăм çынсен çурчĕсем, ял сăнне пăсса лараççĕ. Çавăн пек çуртсем пирки пĕлсен ял тăрăхĕн администрацине шăнкăравласа пĕлтермелле.
Источник: "Пирěн пурнăç"