АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Полици тата ачасем"

31 марта 2017 г.

 Февралĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа уйăх хушши район территорийĕнче "Полици тата ачасем" акци иртрĕ. Ун вăхăтĕнче полици ĕçченĕсем районти тăхăр шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулса административлă, уголовлă, право нормисем, интернетри суицид ушкăнĕсем тата вĕсене епле уйăрса илмелли пирки, тĕрлĕ психоактивлă япаласемпе (наркотик, алкоголь) усă курни сиенли çинчен ăнлантарса пачĕç. Çавăн пекех çул çитмен çамрăксем валли анонимлă шанăç телефонĕ (8-800-2000-122) пуррине, унпа епле ыйтусемпе (пурнăçри йывăр лару-тăру, çемьери хĕн-хур) шăнкăравлама пултарнине пĕлтерчĕç. Учетра тăракан çул çитмен çамрăксем те тимлĕхсĕр юлмарĕç, вĕсемпе тỹрĕ çул çине тăма ăнлантару ĕçне пурнăçларăмăр. Акци вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕпе ытти саккунлă представителĕсем ачисене тивĕçлĕ пăхассипе тата воспитани парассипе хăйсен тивĕçне пурнăçламан виçĕ тĕслĕхе тупса палăртрăмăр.

В.ЯРАБАЕВ, районти полицин участок уполномоченнăйĕсен уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика