АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун киленĕçĕ савăнăç кỹрсен

31 марта 2017 г.

Чун киленĕçĕ савăнăç кỹрсен

 Районта иртекен культура мероприятийĕсем халăха ял çыннисен пултарулăхĕпе паллашма, хаклама май туса параççĕ. Уйрăмах чăваш хĕрарăмĕн ĕçчен аллинчен тĕлĕнсе пĕтерме çук. Унăн ĕçне чăх та сăхса çитереймест теççĕ. Тĕрĕсех çакă. Темĕнле пулсан та вăл чун киленĕçĕ валли вăхăт тупатех. Алĕç ăстисемпе пирĕн район чăнах пуян. Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче, сăмахран, йĕппе, çекĕлпе илемлĕ япаласем çыхакансем йышлă, чăваш тумне çĕлекенсем те пур. Вĕсен йышĕнче Тури Çĕрпỹкассинчи Галина Кудряшована, Юлия Ильинана, Галина Сороки-нана, Хусанушкăнчи Татьяна Швецована, Тракушкăнчи Лариса Кокшейкинана тата ыттисене ырăпа асăнмалла. Куравсенче вĕсен тĕрленĕ алшăллийĕсемпе, минтер пичĕсемпе, кĕписемпе, саппунĕсемпе, вĕтĕ шăрçаран тунă масмак-хушпупа паллашмасăр иртсе кайма май çук - куракана хитрелĕхĕпе, капăрлăхĕпе тата тĕррисемпе, тĕсĕсемпе илĕртеççĕ.

Сăнỹкерчĕкре эсир Тури Çĕрпỹкассинче пурăнакан Галина Сорокинапа Юлия Ильинана куратăр. Галина çак яла урăх çĕртен куçса килнĕ. Юлия Ильина вара хăй вăхăтĕнче "Аккозинское" кол-хозра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Галинăпа Юлия иккĕшĕ те чăваш наци тумне ăсталама маçтăр, кĕпесемпе саппунсем çĕлесе тĕрлеççĕ, масмак-хушпу та тăваççĕ, тĕрлĕ куравсене хутшăнаççĕ. Хăйсен ĕçĕсемпе вĕсем чăваш тĕррисен хăйнеевĕрлĕхне, пуянлăхне, илемлĕхне кăтартса параççĕ, чăвашсен наци тумне, йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн тăрăшаççĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика