АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат ĕмĕрĕ пирĕнтен килет

05 апреля 2017 г.

Çырăнар, вулар, шухăшлар!

Иван ВАЗЯКОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ:

"Пирĕн пурнăç" - район çыннисемшĕн тĕрĕс те тулли информаци çăлкуçĕ, ырă та шанчăклă канашçă, ял çыннисен чăн-чăн юратнă хаçачĕ. Ăна пурĕ виçĕ пин ытла çемьере çырăнса илеççĕ, апла пулсан районти кашни килте тенĕ пекех ачасем, çамрăксем, çитĕннисем, ватăсем кăмăлласах вулаççĕ. Нумайăшĕ хăйсен, тăванĕсен ячĕсене курсан савăнаççĕ. Редакци коллективĕ кăçал Раççей прессин ылтăн фондне кĕме пултарчĕ. "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕ халăхшăн тăрăшать, унăн ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Паян эпĕ вулакансен ячĕпе редакци коллективне, чунĕсене парса ĕçлекен журналистсене пур кăмăлтан тав туса уяв ячĕпе саламлатăп, çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх, иксĕлми телейпе ăнăçу сунатăп.

Анатолий ТИХОНОВ, ĕç ветеранĕ, Калкасси ялĕ:

"Пирĕн пурнăç" - чун апачĕ, Кашни кун ăна вулар. Пĕрне-пĕри саламлар, Ĕмĕр килĕштерсе пурăнар! Хаçатпа туслă пулар, Кашни çулах çырăнар!

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика