05 апреля 2017 г.
Юлашки çулсенче районти сывлăх сыхлавĕн сферинче кадрсен çитменлĕхĕ аван палăрать. Çакна райбольницăра тухтăрсем, фельдшерпа акушер пункчĕсенче фельдшерсем çитменни те çирĕплетсе парать. Çамрăк специалистсене райбольницăна явăçтарас, илĕртес тĕллевпех мартăн 28-мĕшĕнче райбольницăн представителĕ Ирина Картмасова аслă фельдшер Шупашкарти медицина колледжĕнче кăçал вĕренсе тухакансене ĕç тупма пулăшас тата çав хушăрах сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене вăтам медицина персоналĕпе тивĕçтерес тĕллевпе йĕркеленĕ "Вакансисен ярмăрккинче" пулнă. Сăмах май, унта ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине кĕрекен 40 яхăн медицина организацийĕ хутшăннă. Палăртмалла, Шупашкарти медицина колледжĕ 2017 çулта 624 специалиста вĕрентсе кăларма хатĕрленет, вăл шутран 10-шĕ - Хĕрлĕ Чутай районĕнчи çамрăксем.
Акă районти шкулсенче 11-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн медсестра профессине Штанашри Татьяна Коннова, Хĕрлĕ Чутайри Кристина Медведева, Мишеркассинчи Кристина Мерзлайкина, Упукушкăнчи Надежда Алексеева, Шĕмшешри Олеся Богатеева, 9-мĕш класс хыççăн Туктамăшри Екатерина Моложина, Серенкассинчи Екатерина Юмжакова суйласа илнĕ. Пулас фельдшерсем вара виççĕн - Хусанушкăнчи Елена Долгова, Кив Ирчемесри Иван Васильев, Хĕрлĕ Чутайри Николай Падюков.
Райбольница ĕçченĕ Ирина Картмасова пĕлтернĕ тăрăх, çамрăксем "Вакансисен ярмăрккинче" республикăри тата районти вакансисемпе паллашнă хыççăн пулас ĕç вырăнĕ пирки тĕплĕ шухăшласа пăхма шантарнă. Хăшĕ-пĕри района килме е малалла аслă вĕренỹ заведенине вĕренме каяссине пĕлтернĕ.
А.ЗАМУТКИНА
Источник: "Пирěн пурнăç"