АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чутай: ачалăхăмри асаилỹсем

05 апреля 2017 г.

Эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралнă, пирĕн çемье унта 1962 çулччен пурăнчĕ. Хальхи вăхăтра эпĕ Владимирта пурăнатăп, шкулта ачасене вĕрентетĕп.

Атте

Хĕрлĕ Чутай районĕ пирки аса илме манăн атте - Иван Егорович Егоров - çинчен каласа панипе пуçлас килет. Хальхи вăхăтра саккăрмĕш теçеткери çынсем ăна ас тума кирлĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче вăл Мускаври юридици шкулне пĕтерсен Хĕрлĕ Чутая ĕçлеме килнĕ. Унпа пĕрле анне тата манăн Валера пичче.

Кайрантарах вара эпĕ çуралнă. Манăн атте Карели фронтĕнче пулнă, унтан Германире службăра тăнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан вăл, сержант, малти позицисенче пулнă, пулеметчиксене ертсе пынă. Вăрçă вăхăтĕнче ăна "Хăюлăхшăн" медальпе наградăланă. 1944 çулта аттене контузи хыççăн госпитале янă.

Унтан - полк шкулне, кайран - Мускава, "Смерш" шкулне. 1945 çулта вăл ытти çамрăк офицерсемпе пĕрле Потсдам конференцине сыхланă, çакăнпа вăл пурнăç тăршшĕпех хăпартланатчĕ. Германире службăра тăнă хыççăн аттене Сахалина янă. Унтан вăл 1952 çулта таврăннă, Чулхула облаçĕнче ГЭС тунă çĕрте ĕçленĕ.

Кайран вара, юридици шкулĕ хыççăн, Хĕрлĕ Чутай районĕнче адвокатра ĕçленĕ. Вăл вăхăта эпĕ астăватăп - эпир Питĕркассинче кил хуçисенне (хушаматне астумастăп) хыçалти пайне тара илнĕ çуртра пурăнаттăмăр. Атте чунне парса ĕçлетчĕ, май пур таран пурне те пулăшма тăрăшатчĕ.

Ăна хăйне те шкулта вĕреннĕ чухне адвокат тĕрĕс мар айăплавран хỹтĕленĕ пулнă, çавăнпа вăл хăйĕн хỹтĕлевĕнчи çынсемшĕн çунатчĕ. Аттене хĕрлĕчутайсем "хỹтĕлевçĕ" тетчĕç. Хĕрлĕ Чутай районне Çĕмĕрлепе пĕрлештерсен пирĕн çемье Шупашкара куçса кайрĕ. Ун чухне те чутайсем атте патне пулăшу ыйтма пыратчĕç.

Хăйĕн ĕçне юратаканскер, атте çынсен шанăçне тỹрре кăларма тăрăшатчĕ. Атте тивĕçлĕ канăва тухичченех адвокатра тимлерĕ. Вăл 1989 çулта вилчĕ. Çывăрма выртнă та вăранайман...

Анне

Манăн анне - Ольга Борисовна Егорова (хĕр чухнехи хушамачĕ Гаврилова) - вăрçăра телеграфистка пулнă. Ăна шкул хыççăнах, 1942 çулта, вăрçа илсе кайнă. Курск патĕнчи çапăçăва хутшăннă, çакăнти паттăрлăхшăн ăна "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальпе наградăланă. Вăрçă вĕçленнĕ чух вăл Кенигсбергра пулнă. Атте вăрçă çинчен каласа пама юратмасчĕ пулсан, анне питĕ тĕплĕн каласа паратчĕ. Вăрçă хыççăн анне педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Хĕрлĕ Чутай районне пурăнма куçсан вăл Кỹпешри шкулта пуçламăш классене вĕрентрĕ. Тен, унта ăна астăвакан та пур. Анне атте хыççăн тепĕр çултан вилчĕ. Шупашкарта çул урлă каçнă чух машина урапи айне пулнă. Вăл 67 çултаччĕ...

Ача сачĕ

Атте мана Хĕрлĕ Чутайри ача садне пĕрремĕш хут илсе кайнине астăватăп. Вăл çапла ăнлантарчĕ - мана кунта апат çитерĕç, кăнтăрла çывратĕç, каçхи вара атте мана киле илсе кайĕ. Хăранипе манăн макăрас килчĕ, анчах та аттепе тавлашни усси çуккине пĕлеттĕм - шăпăрттăн кăна садикре юлтăм. Ку кивĕ садикчĕ, вăл клубпа шкул çывăхĕнче вырнаçнă пек астăватăп.

Ачасем садикре питĕ нумайччĕ, çавăнпа та унта питĕ тăвăрччĕ. Кĕркунне çывхарнă май пире çĕнĕ ача садне куçарчĕç. Эпир унта пĕве пуçĕпе йывăç тротуар тăрăх утса кайни асра. Çĕнĕ садик çутă та пысăк, ăшă пулни савăнтарчĕ, унта теттесем те нумайччĕ. Тата киввинчи пек куршаксем марччĕ, унитазсем пурччĕ. Пĕр пỹлĕмре хура тĕслĕ пианино та ларатчĕ, анчах пирĕн ун çывăхне пыма юрамастчĕ. Çĕнĕ ача садĕнче пире тутлă çитеретчĕç, эпĕ уйрăмах пăрçа яшки тата ăшаланă кăлпасси юрататтăм. Тата кашни кун икĕ шăккалатлă канфет паратчĕç. Пĕрне хам çиеттĕм, теприне аннепе пичче валли хăвараттăм.

Пирĕн педагогсем чи лайăххисемччĕ. Ача садĕнче вырăсла калаçатчĕç. Вĕсенчен пĕрне, Маргарита Антоновнăна, паянхи пек астăватăп. Çамрăк та хитреччĕ вăл, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Пире ỹкерме те, хутран е пластилинран тем те пĕр ăсталама та, юрлама та, ташлама та вĕрентетчĕç. Тата аккордеонпа Пал Палыч калани асра. Ирхи зарядка вăл хăйĕн инструменчĕпе вылянинчен пуçланатчĕ.

Садикри пĕрремĕш елкăна та ырăпа аса илетĕп. Вăл чăрăш питĕ çỹллĕччĕ, ырă шăрши, хитре кантăк теттесем, йăлтăркка çутăллă гирляндăсем - пурте асра. Эпир ун тавра юрласа ташларăмăр, унтан асăнмалăх сăн ỹкерĕнтĕмĕр. Анчах та Маргарита Антоновна çав сăнỹкерчĕк çинче çук. Вăл Хĕл Мучи пулнă пуль тесе тĕшмĕртетĕп.

Эпĕ халĕ çапла шутлатăп - манра мĕн лайăххи пур, çав пĕтĕмпех Хĕрлĕ Чутайри ача садĕнчен. Воспитательсем пирĕн тавракурăма анлăлатма кинона илсе каятчĕç. Типографинче те пулса куртăмăр, кивĕ, алă вăйĕ пе ĕçлекен чугун станок мĕнле ĕçленине ăнлантарчĕç пире. Вырăнти радиоузелта пирĕн ушкăн концертне çырса илни те, эпĕ унта сăвă вулани те асра.

Ача садĕнчен мана пичче те илсе каятчĕ. Вара эпир унпа Чутай тăрăх çỹреттĕмĕр. Ăçта кăна çитместĕмĕр пуль! Пĕрремĕш телевизор курма кайни те, чиркỹ çине хăпарни те, клуба кино курма çỹрени те асра. Çырмара тир тунăччĕ тата, эпир унта ачасемпе пульăсемпе гильзăсем пуçтарма каяттăмăр.

Çветкесем çỹренине те, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне те (унта пурте Железнов текен спортсменшăн çунатчĕç), хĕл ăсатăвĕн уявне те, Майăн 1-мĕшĕнче иртнĕ митинга та, гражданла оборона вĕрентĕвĕнче противогаз тăхăннă çынсем носилкăсемпе "аманнисене" йăтса тухнине те манман эпĕ.

Хĕлле тата такам упана пуртăпа касса вĕлерни пирки калаçатчĕç. Теприсем çын çỹллĕш çуйăн тытнă тетчĕç... Ман асра чутайсем тĕлĕнмелле паттăр та тĕллевлĕ çынсем пек юлчĕç. Шел, ача чухне Чутайран тухса кайнăранпа эпĕ текех унта пулман.

Владимир ЕГОРОВ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика