АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парламент Чăваш Ен Пуçлăхĕн отчетне итлерĕ

07 апреля 2017 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ĕнер, апрелĕн 6-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăнса, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕ çинчен отчет туса пачĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Çавăн пекех Михаил Васильевич тумалли ĕçсем пирки те чарăнса тăчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăри ача сачĕсенче виçĕ çул тултарнă ачасен черечĕ çуккине, ĕç укçи ỹснине, çынсен кун-çулĕ вăрăмланса пынине, нумай ачаллă çемьесем йышланнине, экстремизмпа терроризма хирĕç сыхă пулмаллине тата ытти пирки те - пĕтĕмĕшле иртнĕ çулта экономикăра тата социаллă сферăра ырă пулăмсем ытларах пулнине палăртрĕ.

Александр Викторович БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Чăваш Патшалăх Канашĕн ларăвне районтан виççĕн - эпĕ, район пуçлăхĕ Александр Юрьевич Степанов тата Чăваш Республикин Обществăлла палата членĕ Альбина Борисовна Новикова хутшăнтăмăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн отчет туса пачĕ, мĕнпур сферăри аталану çулне кăтартрĕ. Республика çирĕп утăмсемпе малалла утни мана та савăнтарать. Лайăх кăтартусем ялхуçалăхĕнче те, вĕренỹре те, культурăра та, сывлăх сыхлавĕнче те курăмлă. Чăваш Ен Федерацин Атăлçи округĕнче сĕт туса илессипе 1-мĕш вырăнта, аш-какай туса илессипе - 3-мĕш вырăнта. Ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем хута каяççĕ, пĕлтĕр республикăра 25 ФАП уçăлчĕ. 2016 çулта пирĕн районта Серенкасси ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ, 2017 çулта вара Ачкасси тата Березовка ялĕсенче пулĕç. Чăваш Енре клубсем те тăваççĕ, кăçал республикăра 4 клуб хута яма планланă, çав шутра пирĕн район та пур: Шулю ялĕнче çĕнĕ клуб пулĕ. Çултан-çул ырă пулăмсем ытларах пулни сисĕмлĕ. Ку, паллах, пурне те савăнтарать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика