АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нушаллă çул тăрăх…

07 апреля 2017 г.

...утаççĕ çуркунне çитсен районти ялсенче пурăнакансем. Юр кайнăçемĕн ял урамĕсем шурлăха аса илтереççĕ - çуран утма та, машинăпа кайма та май çук. Ялсенче кăна-и - район центрĕнче те тĕп асфальт çултан пăрăнса кĕрекен урамсене кĕрсе тухма чĕр нуша!

Акă Хĕрлĕ Чутай салин Карл Маркс урамнех илер. Кунта темиçе çул каялла пĕр вĕçне вак чул сарса çула хытарса панăччĕ. Анчах та ку урам пуçламăшĕ кăна, малалла вара каллех пылчăклă. "Урана резина атă тăхăнмасăр утма çук пирĕн урам тăрăх, кунта вара ытларах 70-80 çулхи ватă çынсем пурăнаççĕ, - тет Раиса Кашкирова.

- Ватăсен больницăна та, перекет банкне те кайма тивет, унсăрăн пулмасть. "Васкавлă пулăшу" машинисем те кун пек çулпа яла кĕресшĕн мар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Волков та пĕлет пирĕн урамри çулпа çыхăннă лару-тăру пирки, пулăшма шантарать.

Çулĕ хăçан пулать-ши тулĕк? Эпир Чутайра пурăнатпăр, район центрĕнче çакăн пек çулсем пулни намăс". Карл Маркс урамĕнче пурăнакансем вак çул сарасса е тротуар туса парасса питĕ кĕтеççĕ. Тĕрĕссипе вара, вак чул сарасса кĕтекен ялсемпе урамсем районта туллиех. Паллах, çак ĕçсене пурнăçласси ял тăрăхĕн администрациĕнчен килет. Акă, Ачкасси ял тăрăхĕнче йĕпе-сапара кĕрсе-тухма хĕн çулсене пĕтересшĕн. Питĕ лапраллă çулсем ку тăрăхра Калкассинче те, Ачкассинче те пур, вĕсене кăçал вак чул сарасшăн. Ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ, çынсен нушине ăнланасчĕ. Хальхи вăхăтра ытларах ялсенчен ир-каç ĕçе васкакансене тата шкула çỹрекен ял ачисене шеллес килет - ытла та çăмăл мар-çке пылчăклă çулпа утма! Ĕçе те, шкула та вара вăхăтра çитмелле. Юрать-ха хальлĕхе урамсенче юр ирĕлсе пĕтмен, май пур таран юр тăрăх уткаласа çăлăнăç шыратпăр. Юр ирĕлсе кайсан ăçта кайса кĕмелле? Кашни кун пылчăклă çулпа çỹресе курманнисем ăнланмаççĕ пуль çак нушана. Ял çыннин лайăх çул пуласса кама шанмалла? Май уйăхĕ çитессе, çанталăк хăех хĕвел хĕртсе пăхнăçемĕн çулсене типĕтессе кĕтмелли кăна юлать...

Кунта тата çакна каласа хăварас килет. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ яла кĕме çул пулманран машинисене урам вĕçне лартса хăварать, малалла вара çынсем çуран утаççĕ. Анчах та хĕш-пĕрисем, машинисемпе хуть те ăçта та кĕрсе тухма пултараканнисем, пылчăка тата ытларах çăрса урам тăрăх çаплипех çỹреççĕ. "Мана хама киле çитсе пултăр, ыттисем хуть те мĕнле çỹреччĕр", - теççĕ-ши çав çынсем? Хамăр пурăнакан урама, ахаль те япăхланса кайнă çулсене хамăрах тата ытларах япăхлататпăр çав. Кайран çĕр типсе çитсен те ку çулсене йĕркене кĕртме йывăр. Яваплăх тени пурин те пулмалла - должноçри çынсен кăна мар. Пурнăçа лайăхлатасси, çăмăллатасси пуринчен те килет. Этем сăнне çухатас марччĕ кăна.

Алина ИТТИ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика