АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ш" паллăсăр çула ан тух

07 апреля 2017 г.

Район çыннисене çакна пĕлтересшĕн: апрелĕн 4-мĕшĕнчен çул-йĕр правилисене улшăнусем кĕртнĕ. Водитель стажĕ икĕ çултан сахалраххисене валли чарусем кĕртнĕ. Документпа килĕшỹллĕн водитель стажĕ икĕ çултан ытларах пулсан кăна буксировка тума, мотоциклсемпе мопедсем çинче пассажирсене турттарма юрать. Транспорт хатĕрĕ çинче "Начинающий водитель" паллă (сарă виçкĕтеслĕхри кăшкăру палли) пулма тивĕç. Унсăр пуçне документа хушма пункт кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн транспорт хатĕрне кура ун çинче çакăн пек паллăсем пулмалла: "Ш" ("Шипы" - хĕрлĕ виçкĕтеслĕхри "Ш" паллă), "У" ("Учебное транспортное средство") тата ыттисем те.

Çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсене административлă явап тыттаратпăр. Штраф сумми 500 тенкĕпе танлашать. Тепĕр çĕнĕлĕх - халĕ водитель удостоверенийĕсене Нумай функциллĕ центрсем урлă илме май пур. Праван срокĕ тухнă пулсан çĕнĕ документа икĕ кун хушшинче илме пулать. Малтан Нумай функциллĕ центра кайса заявлени çырмалла, унтан права илмелли кăна юлать. Вĕсем документсене Çулçỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцине тĕрĕслеме ярса параççĕ. Темиçе сехет черетре тăма кирлĕ мар. Çавăн пекех правана малтанхи йĕркепе те улăштарма пулать. Унсăр пуçне çак уйăхра рейдсем ирттеретпĕр. Паян "Çуран çỹрекенсен каçмалли вырăнĕ", апрелĕн 21-22-мĕшĕсенче "Урă мар водитель", апрелĕн 24-мĕшĕнче "Ачасем. Ачасене тытса пыракан хатĕр", апрелĕн 26-мĕшĕнче "Автобус" операцисем пулаççĕ. Çуран çỹрекенсене, водительсене асăрхануллă пулма, çул-йĕр паллисене тата правилисене пăхăнма ыйтатпăр.

А.ГЕРАСИМОВ, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика