АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ хаçат хуçи паллă

07 апреля 2017 г.

 Чи малтанах хамăрăн вулакансене, кивĕ хаçат шыракансене, "Сарăхнă страницăсем" конкурс вĕçленни çинчен пĕлтеретпĕр. Тỹрех каламалла, кивĕ хаçатсене эпир савăнăçлă пăлханупа, пысăк кăсăкланупа йышăнса тишкерсе тухрăмăр. Кашни хаçачĕ хăйне май интереслĕ пулни, самана уттипе пыни палăрать. "Редакци почтинчен", "Шалт-шалт тыллăм", "Çивĕч сигнал" тата ытти рубрикăсем интереслĕ тухса тăнине пĕлтĕмĕр.

Çапах та камсем çитерсе пачĕç-ха редакцине кивĕ хаçатсене?

Конкурс пулассине пĕлтерсенех пирĕн пата Штанашра пурăнакан педагог, çыравçă, таврапĕлỹçĕ Галина Зотова электрон майпа çыру тата 1967, 1979, 1975, 1989 çулсенче тухнă хаçатсен сканĕсене ярса пачĕ. Галина Вячеславовна Етĕрне районĕнче çуралса ỹснĕ, пирĕн районта 1980 çултанпа пурăнать. Мĕн ачаранах хаçат-журнал вулама хăнăхнăскер Штанашра та чылай хаçат çырăнса тăрать, вăл район хаçачĕн çывăх тусĕ пулса тăнă, çыхăну халĕ те татăлман. Акă мĕн çырать вăл хăйĕн çырăвĕн-че: "...Пĕр хăнăхнă хаçатран уйрăлма йывăр. Тепĕр чух хама килĕшнĕ материалсене темиçе хут вуласа тухатăп.

Тавралăха тĕпчессипе интересленнĕ май район, хамăр ял историйĕпе аталанăвĕ çинчен Н.Чернигов, Г.Савельев, Г.Анисимов, З.Апрель, И.Данилов, Г.Волгин тата ытти авторсен заметкисене упратăп.

Район хаçачĕпе хăй вăхăтĕнче пирĕн шкулти учительсем В.М.Мартынов, В.Г.Толстов-Атнарский, М.А.Моляров, В.Е.Егоров, А.Н.Прокопьев, С.Б.Майоров, Г.С.Сидоров тата ыттисем çыхăну тытнă.

Штанашри Иван Филиппович Кашкиров (1921-1998) "Колхоз хаçачĕн" штатра тăман хастар корреспонденчĕ пулнă, вăл хăш чухне И.Алмак псевдонимпа çырнă. Унăн ывăлĕ Н.И.Кашкиров мана 2013 çулта 1967 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче тата октябрĕн 17-мĕшĕнче тухнă "Колхоз хаçачĕсене" парса хăварчĕ. Архиврах упранаççĕ. Вĕсенче "Аслă Октябрь 50 çул тултарас умĕн" рубрикăра Иван Кашкировăн "Вăл революци сывлăшĕпе сывланă" калавĕ пичетленнĕ. Унта Упукушăнь ялĕнче пурăннă Григорий Сергеевич Пахинов пирки каласа кăтартнă, вулама питĕ кăсăклă".

Г.В.Зотован хаçачĕсем хыççăн конкурса килнĕ кивĕ хаçатсем хушăнса пычĕç, ятарласа упранă е пỹрт маччи çинче хăнăхнă йăлапа пухса пынăскерсене район хаçачĕн тусĕсем редакцие йăтса та килкелерĕç, çын урлă та парса ячĕç. Ишеккассинчи Галина Сергеевна Михеева конкурса 1977 çулхи "Коммунизм çулĕпе" (тĕп редакторĕ И.Е.Ландышев) хаçата, Трапайри Галина Васильевна Башкирова Александр ывăлĕнчен 1987 çулхи "Коммунизм çулĕпе" хаçата, Карăкçырминчи Юрий Григорьевич Ербулаткин 1960 çулхи "Çĕнтерỹ çулĕ" (тĕп редакторĕ М.Я.Назаров) хаçата (унта тăванĕ пирки çырнă материал упранать), Хĕрлĕ Чутайри Светлана Николаевна Чамжайкина 1988 çулхи "Коммунизм çулĕпе" хаçата кĕртсе пачĕ, Карăкçырминчи Николай Петрович Горшков 1988 çулхи (тĕп редакторĕсем В.Н.Чернов, каярахпа Н.П.Барышников пулнă) хаçатсене çын урлă парса янă. Кивĕ хаçатсем хушшинче 1990 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче тухнă юбилей хаçачĕ те пулчĕ, тĕп редакторĕ Туктамăшри Николай Павлович Барышников пулнă. 27 çул каялла хаçат тиражĕ 6 414 экземплярпа танлашнă. Юбилей номерĕнче ытларах хаçат кун-çулĕпе историйĕ, ĕçченĕсем çинчен çырнă, редакци тата типографи ĕçченĕсен коллективпа ỹкерĕннĕ сăнỹкерчĕкĕсене кăларнă.

Питĕркассинчи Николай Иванович Фондеркин вара редакцине кивĕ хаçатсен питĕ лайăх упраннă 10 ытла экземплярне çĕклесе килчĕ: 1969, 1972 çулсенче тухнă "Колхоз хаçачĕсем", "Коммунизм çулĕпе" (тĕп редакторĕ И.Е.Ландышев) - 1983, 1984 çулсенчи.

Чи кивĕ хаçат Мишеркасси ялĕнчен килчĕ. Ăна упраканĕ - педагогика ĕçĕн ветеранĕ Иван Яковлевич Вазяков (çакăншăн ăна хавхалантару кĕтет!). Вăл редакцине 1941 çулхи августăн 21-мĕшĕнче пичетленсе тухнă хаçата ярса панă. Хаçат "Çĕнтерỹ çулĕ" ятлă, ответлă редакторĕ А.Л.Еремеев. Тиражĕ 1273 экземпляр. Хаçатра, тĕпрен илсен, фронтри тата тылри ĕçсемпе паллаштарнă, пĕтĕм вăя оборона тĕрекне вăйлатма чĕнсе каланă, колхозсен ĕç-хĕлне çутатакан статьясем кун çути курнă.

Конкурса хутшăнакансене пурне те тав тăватпăр. Малашне те пирĕнпе çыхăну тытма чĕнсе калатпăр, район 90 çул тултарнине шута илсе сирĕнтен асаилỹсемпе сăнỹкерчĕксем кĕтетпĕр.

РЕДАКЦИ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика