07 апреля 2017 г.
Депресси - йывăр чир. Вăл вăй илсен эпир пурнăç тата ĕç патне интерес çухататпăр. Çавăнпа та депресси вăхăтĕнче ĕç тухăçлăхĕ чакать. Ăна пула çывăх çынсем те асапланаççĕ. Шел те, чир мĕн патне илсе çитернине пĕлсех каймастпăр. Кун пек чухне çынна пулăшмалла. Чир вăраха кайсан çын эрех авăрне çакланма е психотроплă япаласем йышăнма пултарать. Вĕсем вара вăхăтлăха кăна пулăшаççĕ, организма сиен кỹреççĕ. Паянхи кун çак чир анлă сарăлнă. Кун пек чухне пĕтĕм организм чирлет. Кăмăл-туйăм пăсăлсан, лару-тăру килĕшмесен депресси тетпĕр мар-и? Çакă, паллах, клиника депрессийĕнчен уйрăлса тăрать.
Депрессин тĕп паллисем: кăмăл-туйăм хуçăлни (лару-тăруран килменни), вăл темиçе эрнене тăсăлни; ангедони (интерес çухатни, юратнă ĕç кăмăла кайма пăрахни); хăвăрт ывăнни, вăй чакни. Чирĕн хушма симптомĕсем те пур: пессимизм, хăвăра айăплă туйни, хак паманни, пурнăçран уйрăласси пирки шутланни, йышăнусем тăвайманни, аппетит чакни е самăрланни, ыйхă çухални е ытлашши çывăрни тата ытти те. Çак чирпе ытларах аслисем нушаланаççĕ.
Ачасен симптомĕсем çапларах: аппетит чакни, усал тĕлĕксем курни, оценкăсем япăхланни, характер улшăнни. Кун пек чухне çамрăксем эрехпе, наркотикпа туслашма пултараççĕ. Çавăнпа та депресси чухне специалистран пулăшу ыйтмалла. Сиплев курсне вăхăтра пуçламалла. Ытларах чухне вăл стреса пула аталанать. Вăл сăлтавсăр та пулма пултарать. Ăна çĕнтерме пулать.
Чире асăрхаттарас тесен çак сĕнỹсене пурнăçламалла: пурнăçра ыррине курма вĕренмелле, кашни кирлĕ-кирлĕ маршăн, пустăй сăмахшăн пăшăрханмалла мар, йывăрлăх сиксе тухсан çывăх çынсемпе калаçмалла, хăнăхтарусем тумалла. Йывăрлăха хăвăр тĕллĕн çĕнтерме май килмесен специалистсенчен пулăшу ыйтмалла. Чăваш Енре Пĕрлехи шанăç телефонĕ ĕçлет: 88001004994. Шăнкăрав тỹлевсĕр. Телефон анонимлă. Асра тытăр: çăлăнăçсăр лару-тăруран та тухма пулать.
А.ТРИФОНОВА, райбольницăн медицина профилактикин пỹлĕмĕн заведующийĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"