АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитани парасси пĕччен тумалли ĕç мар

07 апреля 2017 г.

Паянхи пурнăçра полици ачасене воспитани парас ĕçрен ниепле те аякра тăрса юлма пултараймасть. Обществăри йывăр социаллă тата экономика ыйтăвĕсем çемье институтне палăрмаллах хавшатрĕç. Çакă малтанах ачасене воспитани парассине витĕм кỹчĕ, унпа пĕрлех çапкаланчăк ачасен йышне, вĕсем хушшинче наркотиксем, алкоголь тата психотроплă япаласем сарăлассине ỹстерме майсем туса пачĕ. Çул çитмен çамрăксем хушшинче право йĕркине пăсакансем те нумайланчĕç. Çавăнпа вĕсене йĕркене пăсассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе профилактика ĕçне йĕркелесси паян питĕ актуаллă. Аслисен ачасем хăйсене тĕрĕс-тĕкел тыткаламаннине, йĕркене пăснине вăхăтра асăрхани, вĕсене тĕрĕс çул кăтартса пулăшу пани питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Мĕн-ха вăл право йĕркине пăсни? Вăл ăслă-тăнлă çын хăйне тĕрĕс тыткаламанни, право нормине пăсни, урăх çынсене сиен кỹни пулать. Уншăн юридициллĕ явап тыттараççĕ. Право йĕркине пăснине икĕ ушкăна пайлаççĕ: айăпа кĕни (проступок) тата йĕркене пăснă йывăр тĕслĕх (преступлени). Айăпа кĕни ĕçлĕ, дисциплинарлă, административлă тата гражданла пулать.

Усал шухăшпа тунă хулиганствăшăн, вăрланăшăн, мăшкăлланăшăн çамрăксем 14 çултан явап тытма пуçлаççĕ.

Административлă явап (штраф пани, асăрхаттарни, тỹрлетỹ ĕçĕсем) 16 çултан пуçланать.

Ача пурнăçĕнче çемье, ашшĕ-амăшĕ тĕслĕх пулса тăраççĕ. Кил-йышри лару-тăру тỹрремĕнех ỹссе пыракан ачана витĕм кỹрет. Ашшĕ-амăшне итлеменни хирĕçỹсем кăларать. Кукăр çул çине тăрасси ачан уроксене çỹреме пăрахнинчен пуçланать. Пĕтĕмпех курас-пĕлес килни, астаракан япаласем нумаййи, ĕçсĕр аптăрани хулиганла ĕçсем патне илсе çитерет. Çавăнпа ачасем мĕншĕн пăсăлнине чи малтанах çемьери хутшăнусенче шырамалла. Чылай чухне ачасем çемьери йĕркесĕр хутшăнусене пула чунĕсене çамрăклах амантаççĕ.

Кун пекки ашшĕ-амăшĕ ачан шалти туйăмĕсене асăрхаман, тимлĕх уйăрман ăнăçлă çемьесенче те тĕл пулать. Йĕркене пăснă çул çитмен çамрăксенчен нумайăшĕ тулли çемьере, укçа-тенкĕ тата кил-çурт енчен лайăх майсенче çуралса ỹснĕ. Чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕчĕкрех чух шкула çỹреме пуçласан воспитани парăпăр, халĕ вара чуптăрах, вылятăрах, тет. Çапла вара хаклă вăхăта çухатаççĕ. Хăш-пĕр чухне ашшĕ-амăшĕ çавăн пек шутлать: "Манăн çемье, манăн ачасем, мĕнле воспитани парас килет, çавăн пек паратăп". Анчах та воспитани ниепле те уйрăм ĕç пулаймасть, мĕншĕн тесен общество членĕ, пулас гражданин ỹсет-çке. Çавăнпа воспитани обществăлла ĕç тесе шутлакан ашшĕ-амăшĕ тĕрĕс тăвать. Мăшăра та, ачасене те çемье пĕтĕмпех параймасть. Тулли воспитани валли юратнă ĕç, юлташсем, ĕç коллективĕ, тавралăхпа çыхăну тытни кирлĕ. Çав хушăрах ачана тĕнчере çынсемпе хутшăнса пурăнма шăпах çемье воспитани парать.

Ашшĕ-амăшĕнчен çул çитмен çамрăк тĕнчене мĕнле курни килет. Аслисен ачана мĕн пăшăрхантарнине, тĕлĕнтернине, килĕшнине, курайманнине е юратнине пĕлмелле. Ачасемпе кĕнекесене, статьясене, теле-передачăсене тата ыттине сỹтсе явнă чухне ашшĕ-амăшĕн вĕсен шухăш-кăмăлне тĕрĕс йĕркелеме пулăшмалла, тĕп вырăнта тивĕç тата яваплăх туйăмĕсем пулмалла. Яваплăх - кам е мĕн умĕнче хăвна яваплă туйни.

Йĕркене пăснă çул çитмен çамрăксенчен "эп пĕлмен", "шутламан", "тăвас килместчĕ" йышши сăмахсем илтме тивет. Анчах çакă тỹрре кăлармасть, айăпа мĕншĕн кĕнине те ăнлантарса памасть.

В.САВЕЛЬЕВ, районти полици уйрăмĕн следстви пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика