12 апреля 2017 г.
Пирĕн районта вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем çук мар - социаллă хỹтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх паянхи кун 90 çултан иртнĕ 130 ватă пурăнать.
Тăхăр теçетке урлă каçнисен вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ кашнин хăйĕн пулĕ. Трапайра çуралса ỹснĕ, Шулюра пурăнакан Ирина Алексеевна Герасимова вара хăй çак кунсенче 100 çула çитнишĕн çывăх çыннисене тав тăвать.
Хăй пĕр ĕмĕр пурăнасса тĕлленмен те пуль Ирина Алексеевна - нуши-тертне сахал мар курнă-çке. 1917 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Трапайра çуралнă вăл. Çăмăл мар пулсан та Етĕрнери педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, районти темиçе шкулта та пуçламăш классене, унтан математикăпа физика предмечĕсене вĕрентнĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи выçăллă-тутăллă, нушаллă тапхăрта та Ирина Герасимова ачасене пĕлỹ пама тăрăшнă. Каярахпа вăл Çĕмĕрле районĕнчи интернатра та вăй хунă, унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 43 çул.
Хаяр вăрçăра Ирина Алексеевнăн мăшăрĕ пуçне хунă. Икĕ ачипе тăрса юлнă хĕрарăма шăпа вăхăт иртсен тепре çемье çавăрмалла тунă. Иккĕмĕш упăшкин хăйĕн икĕ ача пулнă, унтан вĕсен тата виçĕ ача çуралнă. Çичĕ ачи те Ирина Алексеевнăшăн хăйĕн, тăванран та тăван, юратнă чун тĕпренчĕкĕсем пулнă. Шел, паянхи кун вĕсем пурте амăшĕпе юнашар мар, пурнăçран уйрăлнă.
Хальхи вăхăтра Ирина Герасимова Çĕнĕ Шупашкар хулинче Нина хĕрĕ патĕнче пурăнать. 100 çулхи юбилейне те вăл унтах кĕтсе илнĕ. Сумлă ватăн савăнмалăх 14 мăнук, 20 кĕçĕн мăнук тата вĕсен 9 ачи пур.
"Мамак хулара пурăнасшăнах мар, мана яла илсе кайăр тет, - каласа парать Ирина Алексеевнăн мăнукĕ Игорь Герасимов, Ачкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. - Çуллахи кунсенче вăл ялтах пурăнать, эпир ăна пăхса, тимлĕх уйăрса тăратпăр".
Ирина Алексеевна Герасимована "Амăшĕн мухтавĕ" орденпа, "1941-1945 çулсенче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă. Тĕрлĕ юбилей медалĕсем те чылай унăн. Халĕ вара тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ патне 100 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕ çитнĕ. Хăйне çĕршыв ертỹçи саламланине пĕлсен Ирина Алексеевна чунтанах савăннă, Владимир Владимировича та 100 çула çитиччен пурăнма суннă.
Хăйĕн ĕмĕрĕнче самана тем тĕрлĕ те улшăннине курнă, чылай йывăрлăха чăтса ирттернĕ пулин те Ирина Алексеевна паянхи кун та чун хавалне çухатман-ха. Хăйне сумлă юбилейпа саламлама пыракансем юрăсем юрланă чух çĕр çулхи юбиляр ташласа та кăтартнă.
А.ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"