АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹсĕр таврăнма хăнăхман

12 апреля 2017 г.

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн "Авангард" кадет класĕ хуть те мĕнле шайри ăмăртусенчен те çĕнтерỹпе таврăннине хăнăхрăмăр ĕнтĕ эпир. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Апрелĕн 8-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ "Стройпа юрă смотрĕ. Марш - Çĕнтерỹçĕсене!" конкурсра пирĕн кадетсем пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Кăçалхипе улттăмĕш хут иртекен Пĕтĕм Раççейри конкурса Аслă Çĕнтерĕве 72 çул çитнине халалланă. Унта Мускавран тата çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчен килсе çитнĕ 700 ытла шкул ачи хутшăннă.

Эдуард Романов педагог хатĕрленĕ кадетсем стройпа утса тата алла-аллăн тытăçăвăн хăш-пĕр пайĕсене кăтартса пысăк хаклава тивĕçнĕ, аслисен ушкăнĕнче мала тухма пултарнă.

Çавăн пекех Калашников автоматне сỹтсе пухнă çĕрте хĕрлĕчутайсене çитекенни пулман, 1-3-мĕш вырăнсене Виктор Миронов, Алексей Дадюков, Роман Карпов тивĕçнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă историне пĕлнине тĕрĕслекен викторинăра та пирĕн кадетсем аван пĕлỹпе палăрнă. Тин кăна çĕршыв шайĕнчи ăмăртуран таврăннă пулин те, кадетсем ахаль лармаççĕ.

Апрель вĕçĕнче вĕсем Шупашкарта иртекен кадетсен çуркуннехи тĕрĕслевне, майăн 5-мĕшĕнче республикăри "Çĕнтерỹ салючĕ" конкурса хутшăнĕç. Çĕнтерỹ кунне халалланă районти уявра вара хĕрлĕчутайсем кадетсем Мускавра кăтартнă программăна (ăна унччен тата çĕнетсе пуянлатĕç) курма пултарĕç. Кадетсен Мускаври сăнỹкерчĕкĕсемпе, видеосемпе район хаçачĕн сайтĕнче тата "Одноклассники", "ВКонтакте" социаллă сетьсенчи ушкăнĕнче паллашма пулать.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика