АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа пухма юрамасть

12 апреля 2017 г.

 Паянхи кун район территорийĕнчи пур вĕренỹ учрежденийĕн те лицензи пур. Апла пулсан вĕсенче вĕренỹ облаçĕнчи патшалăх стандарчĕсемпе килĕшсе тăракан пур услови те пулмалла. Çавăнпа та шкулсенче, ача сачĕсенче ашшĕ-амăшĕнчен (саккунлă представительсенчен) учебниксем, строительство материалĕсем туянма укçа пуçтарни саккуна пăсни пулать. Вĕренỹ учрежденийĕсене кирлĕ япала туянмашкăн патшалăх укçа уйăрса парать.

Пĕлỹ илнĕ тапхăрта ачасене тỹлевсĕр учебниксемпе, вĕренỹ пособийĕсемпе тивĕçтермелле. Классенчи, пỹлĕмсенчи оборудовани, сĕтел-пукан патшалăх стандарчĕсемпе килĕшсе тăмалла. Пĕлỹ тỹлевсĕр пулмалла. Ашшĕ-амăшĕнчен методика материалĕсем, ĕç тетрачĕсем туянма хушма укçа пуçтарни саккуна пăсни пулать. Ашшĕ-амăшне, вĕренекенсене учреждени валли пĕр-пĕр пурлăх туянтарни те саккунсăр. Шкулсемпе ача сачĕсене нормăра çирĕплетнĕ йĕркепе укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулсан вĕренỹ учрежденийĕсен хăйсен мерăсем йышăнмалла - библиотека фончĕн инвентаризацине ирттермелле, туянмалли учебниксен переченьне тумалла, вĕсене туянма укçа уйăрччăр тесе заявка тăратмалла. Ашшĕ-амăшĕнчен ирĕксĕрлесе укçа ыйтни вырăнсăр.

Палăртмалла, шкулăн е ача сачĕн администрацийĕ ашшĕ-амăшĕнчен пулăшу ыйтма пултарать. Анчах йышăнăва ашшĕ-амăшĕ ирĕклĕ майпа тăвать. Тỹлевсен сумми те ирĕклĕ пулмалла - çемьен финанс лару-тăрăвне шута илмелле. Ашшĕ-амăшĕн комитечĕ, шкул тата попечительство канашĕ йышăнăвĕсемпе (енчен те вĕсем ашшĕ-амăшĕнчен укçан пулăшу ыйтнă пулсан) сĕнме кăна пултарать. Вĕсене пурнăçламасан та пулать. Укçа паратăр е çук - сирĕн ирĕк.

Пулăшас тĕллевлисен вĕренỹ организацийĕн ертỹçи ячĕпе палăртнă йĕркепе заявлени çырмалла. Унта тỹлев суммине, тĕллевне, реквизитсене тата ыттине те кăтартмалла. Вĕренỹ организацийĕн ертỹçин укçан пулăшу илнине документсемпе (актсем, отчетсем) çирĕплетмелле. Енчен те камран та пулин е вĕренекенсенчен ирĕксĕрлесе укçа ыйтсан, е укçа паман ачасен прависене хĕстерсен, пăссан пулăшу пани пирки сăмах пыма та пултараймасть. Прокуратура органĕсен практикинче кун пек тĕслĕхсем сахал мар тĕл пулаççĕ: ашшĕ-амăшĕнчен юсав ĕçĕсем ирттерме, учебниксем туянма укçа пухаççĕ, пулăшу илнине кирлĕ документсемпе çирĕплетмеççĕ, ачана шкула йышăннă чух укçа ыйтаççĕ тата ытти те. Асăннă сферăра çитменлĕхсем пулсан район прокуратурине пĕлтерме ыйтатпăр.

В.ШОРКИН, район прокурорĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика