АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт уявĕ туслăха çирĕплетрĕ

12 апреля 2017 г.

 Апрелĕн 9-мĕшĕнче районти "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче Космонавтика кунне халалланă çуркуннехи спорт уявĕ иртрĕ. Хĕрарăмсен тата арçынсен волейбол командисем Ю.А.Гагарин ячĕллĕ куçса çỹрекен Кубокшăн тупăшрĕç.

Ăмăртусенче "Хастар" ФСК хĕрĕ сен "Çамрăклăх" команди - Елена Афанасьева (капитан), Диана Михопарова, Софья Куликова, Валерия Васильева, Валерия Парфенова тата Ксения Илдушкина (тренер-преподавателĕ - И.Родионова) - пур тĕлпулура та çĕнтерсе турнирта пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ.

Иккĕмĕш вырăна Пантьăк ял тăрăхĕн "Туслăх" команди тухрĕ, виççĕмĕш - Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн "Центр" команди.

Çавăн пекех хĕрарăмсен турнирне район больницин "Медик" команди хутшăнчĕ.

Арçынсен командисем хушшинче Пантьăк ял тăрăхĕн "Туслăх" командине - Алексей Порфирьев (командир), Юрий Морозов, Константин Титилкин, Валерий тата Игорь Дагаковсем, Рудик Казаков, Николай Романов, Денис Сарбаев - çитекен пулмарĕ.

Иккĕмĕш вырăна спорт комплексĕн "Çамрăклăх" команди тухрĕ, "Нива" хуçалăхăн команди - виççĕмĕш.

Çак кунах шахмат вăййине кăмăллакансем тĕл пулчĕç. Турнира Етĕрне, Çĕмĕрле районĕсенчен килсе çитнĕ хăнасем те хутшăнчĕç.

Хĕрачасем хушшинче Дарья Романовапа Елена Афанасьева палăрчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче Любовь Романована çитекен пулмарĕ.

Арçын ачасем хушшинче Артем Чеченешкин пĕрремĕш пулчĕ. Унăн шкулти юлташĕсем Даниил Романов, Максим Кудряшов тата Çĕмĕрлерен килнĕ Семен Колесников призерсен йышне кĕчĕç.

Спорт уявне йĕркелекенсем чи çамрăк шахматçăна та палăртрĕç. Вăл - 9 çулхи Даниил Романов.

А.НИКИТИН.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика