12 апреля 2017 г.
Ĕлĕк-авал чăваш çĕрĕсем Пăлхар патшалăхне кĕнĕ. 13 ĕмĕрте монгол-тутарсем çак патшалăха аркатсан вĕсемпе Ылтăн Урта, каярахпа Хусан ханстви хуçаланнă. Çавăнпа та уйрăм тутар çыннисем хальхи чăвашсем пурăнакан çĕрсем çине куçса килнĕ, вĕсемпе хутшăнса пурăнма пуçланă. Çакна историксемпе тĕпчевçĕсем хăйсен кĕнекисенче çирĕплетнĕ. Чăваш патшалăх архивĕнче упранакан вырăсла çырнă, чылай çĕрте тỹрлетỹ тунă хутсене тишкернĕ май чăваш е тутар ялĕсем мĕнлерех йĕркеленни пирки çĕннине чылай пĕлме пулать.
Çак авалхи хутсем çинче Серенкасси ялĕ Бай-Машкина ятпа çырăннă. Раççее кĕпернесем çине пайланă хыççăн 1828-1933 çулсенче ирттернĕ çырав докуменчĕсенче яла асăнни пур. Çав çулсенче кунта: "127 ревизских душ" тени тĕл пулать. 1859 çулта вара 44 килте 170 арçын, 175 хĕрарăм шутланнă (Раççейри тĕп статистика комитечĕ хатĕрленĕ документран). 1897 çулта халăхăн тепĕр çыравне ирттернĕ. Çак асăннă документ тăрăх ялсен пурнăçне лайăхрах пĕлме май панă. Кĕскен унта вырăсла çапла çырнă: "д.Бай-Машкина (Сĕренькасы) - при овраге Ялмурза, 109 дв., 668 чел. (332 м., 336 жен.), 7 ХЗА (хлебозапасных амбара), 4 ВМ (ветряные мельницы), 2 шерстобойки, 1 заведение (кулье и рогожа)".
Патшалăх докуменчĕсенчен ял ячĕ мĕнле пулса кайнине пĕлме йывăр. Халăхра вара пĕрисем Бай сăмах тутар чĕлхинчен кĕнине ăнлантараççĕ. Машкин - авалхи чăваш арçын ячĕ, теççĕ. Çавăн пекех ял пуçланса кайнине пĕрремĕш çул уçакан Серень ятлă çынпа та çыхăнтараççĕ. Чăвашсен паллă историкĕн Василий Дмитриевăн 1983, 1988 çулсенче тухнă "Чувашские исторические предания" кĕнекисенче пĕр чăваш ывăлĕ, Кăрмăша каяканскер, вăрман хĕрринчи çăлкуç патĕнче çĕр каçма чарăннă вăхăтра лайăх тĕлĕк тĕлленнĕ-мĕн. Çавăнпа та вăл çак вырăнтах юлма шутланă. Çĕрне вара чăвашланнă Мăрза ятлă тутар çыннинчен туяннă тесе палăртать. Ĕлĕкхи вăхăтра çак çырма-çатраллă çĕрсене халăхра Ялмăрса тесе каланă. Çырми вара "Сура" комплекс патĕнчен пуçланать те Ачкасси ялĕ патне çитичченех 3-4 километр тăсăлать. Ку халап чăнлăха килет-ши е ахаль юмах кăна? Калама йывăр, анчах та кунта чăнлăх тĕшши пурах.
Авалхи документсем çинче патша чиновникĕсем Эренькасси, Сиренькасси ятпа çырнине те вулама пулать. Çапла кирек мĕнле ял ятне те вăйпа пурнăçа кĕртеймĕн. Вăл хăй тĕллĕнех сарăлса пырса çырăнса юлать.
18-19 ĕмĕрти кунти ял çыннисем патша хресченĕсем, тепĕр майлă каласан, феодаллă çĕршывăн крепостнойĕсем шутланнă. Вĕсен çĕрĕсем те, хăйсем те улпутсен аллинче пулнă. Çавна май ял çынни пысăк çĕр налукĕ тỹленĕ, вĕсене тыррине тата ытти апат-çимĕçне пухса панă. Çакă хресчене питĕ йывăррăн пырса çапнă. Çĕр ĕçĕпе пурăннисĕр пуçне серенкассисем тĕрлĕ алă ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Ялти ăстасем катка-пичке туса, атă-пушмак çĕлесе, тимĕр шăратса халăха тивĕçтернĕ. Вĕсем çавăн пекех тутăр е михĕ çыхас, çип чăпти хатĕрлес енĕпе уйрăмах палăрнă. Çак ĕçе ачисем те, ватти-вĕтти те хутшăннă.
Ялти халăх Христос тĕнне йышăниччен ытти чăвашсем пекех киремет йăлисене пухăнса ирттернĕ. Ял çывăхĕнчи чỹклеме пухăннă ĕлĕкхи вырăнсем паянхи кун та манăçа тухман-ха.
1900 çулта ялта Çветтуй Николай ячĕпе чиркỹ ĕçлеме тытăннă. Йывăçран тунă чиркỹ пĕр престоллă пулнă. Кунта чиркĕ-ве çỹрекенсене чун тасалăхне упрама, Туррăн йĕркисене мала хурса пурăнма пил панă, пĕчĕклех ачасене тĕне кĕртнĕ. Унта священник тата псаломщик ĕçленĕ. Прихутри тĕн уявĕ - çуллахи тата хĕллехи Микулай кунĕ. Ăна майăн 22-мĕшĕнче тата декабрĕн 19-мĕшĕнче уявланă. Каярахпа, чиркỹсене патшалăхран уйăрасси çинчен саккун тухсан, 1930 çулта чиркĕве хупнă. Ялти ватăсем палăртнă тăрăх, 40-мĕш çулсенче чиркỹре суккăрсене хутла вĕрентнĕ иккен. Каярахпа чиркỹ çуртĕнче карçынккасем, вĕренсем çыхмалли мастерской ĕçленĕ, теççĕ. Каласа хăвармалла, Серенкасси тата çывăхри ялсенче пурăнакан ватăсем халĕ те çак ялти пачăшкăна, Владимир Егорович Бахметьева, астăваççĕ. 50-60-мĕш çулсенче çуралнисем Тимĕр мучи (халăхра çапла каланă) килтех тĕне кĕртнине асаилеççĕ. Çак сăваплă ĕçе вăл вăрттăн туса ирттернĕ, хăй те пытанса çỹренĕ иккен.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çавна май Серенкасси ялĕ пурăна киле чиркỹллĕ ялсен шутĕнче пулнăскер ялтан сала (село) пулса тăнă. Çитес вăхăтра чиркỹ пулнă вырăнта ял çыннисем ниме мелĕпе часовня туса лартасшăн. Халăх çак ырă пуçару пурнăçа кĕрессе шанать.
Истори страницисем патне таврăнса малалла çакна каламалла. Патша саманин-че ялта хутла пĕлекенсем пулманпа пĕрех. Халăха çутта кăларас тĕлĕшпе 1896 çулта кĕр енне ялта чиркỹ прихутĕнче шкул ĕçлеме пуçланă. Малтанласа кунта 9 ача пĕлỹ пухнă. 21 ĕмĕр пуçланиччен шкултан икĕ пин ытла ача вĕренсе воспитани илнĕ, тăван çĕршывшăн кирлĕ çынсем пулса тухнă. Çулсем иртнĕ май шкул 7, 8 çул вĕренмелли, тулли мар вăтам тата вăтам шкулсем, пуçламăш шкул-ача сачĕ пулнă, халĕ ача сачĕ кăна ĕçлет (директорĕ А.И.Тверсков). Серенкасси шкулне çывăхри Ачкасси, Калкасси, Тумликасси, Ишеккасси ялĕсенчен ачасем вĕренме çỹренĕ.
Октябрьти социализмла революци çĕнтернĕ хыççăн ялта палăрмаллах улшăнусем пулса пынă: халăх йышĕ çулсерен хушăннăран çĕнĕ урамсем йĕркеленнĕ, культура çурчĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, лавкка уçăлнă. 1934 çулта ялта ветеринари санитарĕсене хатĕрлекен шкул ĕçлеме тытăннă. 1939 çулта ялта 816 çын пурăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче, пĕтĕм çĕршыври пекех, Серенкасси ялĕнче те пĕрлешỹллĕ "Прогресс" ятлă колхоз йĕр-келеннĕ. Унăн малтанхи председателĕсенчен пĕри С.Капралов, 50-60-мĕш çулсенче хастар та пултаруллă ертỹçĕ Ф.Спиридонова пулнă.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан çĕршыва хỹтĕлеме ялтан 133 çамрăк çын тухса кайнă, вăл шутран 88-шĕ çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Вăрçа хăш-пĕр çемьесенчен 2-3-шер çын тухса кайнă. Тĕслĕхрен, Савинкинсен, Ямброськинсен, Бахметьевсен, Яруськинсен, Капраловсен тата ытти çемьесенчен. Серенкассисем те ытти ял çыннисем пекех вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр тапхăрсене чăтса ирттернĕ. Хăй тĕллĕн çирĕм çул ытла пурăннă колхоз 50-мĕш çулсем вĕçĕнче "Путь Ильича" хуçалăхпа пĕрлешнĕ.
60-70-мĕш çулсенче ялта чăх-чĕп ферми лайăх кăтартусемпе республикăра малтисен ре- тĕнче тăнă. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Ферма ертỹçи Надежда Дементьева Ĕçпе Хĕрлĕ тата Октябрьти социализмла революци орденĕсене тивĕçнĕ.
Чăх-чĕп ферминче ĕçленисенчен Анна Яковлевна Юмжакована та асăнмалла. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăна, "Хисеп палли", "Амăш мухтавĕ" орденсене тата чылай юбилей медалĕсене, "Хисеплĕ колхозница" ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех ял-йышра хисеппе палăр-нă Николай Федорович Фондеркина асăнмалла. Вăл уй-хир бригадирĕнче нумай çул вăй хунă, "ЧР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята, Ĕç мухтавĕн виççĕмĕш степеньлĕ орденне тата медальсене тивĕçнĕ. Ĕçпе чапа тухнă хисеплĕ те паллă çынсем ялта сахал мар. Анчах та вĕсене пурне те асăнса пĕтерме çук.
Паянхи кун пирки калас пулсан, ял самай çĕнелнĕ, унăн урамĕсене капмар кирпĕч çуртсем илем кỹрсе лараççĕ. 90-мĕш çулсенче йĕркеленнĕ çĕнĕ урамра çак ял çыннисемех кил-çурт çавăрнă. Ялта асфальт çул пур, килсене кăвак çулăм кĕртнĕ. Çавăн пекех ялта ача сачĕ, çĕнĕ ФАП, юсав хыççăн çĕнелнĕ Культура çурчĕ, библиотека, лавккасем ĕçлеççĕ. Ялта вăрăм ĕмĕрлисен йышĕ ỹснĕ. Паян 90 çултан иртнĕ 5 çын пурăнать, чи асли - 99 çулхи Матрена Филипповна Ямброськина. Пĕтĕмпе вара Серенкассинчи 215 килте 429 çын пурăнать.
В.РОМАНОВ, районти таврапĕлỹçĕсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"