АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке хуçаран килет

14 апреля 2017 г.

Мăнкун эрнине кĕретпĕр. Кашниех кил-çурта тасалама тăрăшать. Çапла пулмалла та. Анчах та кил таврашĕнчи çỹп-çапа урама, çул хĕррисене, вăрмансене, çырмасене кăларса пăрахакансем пирĕн хушăра чылаййăн.

Çавăнпах 2017 çула çĕршывра Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ Раççей Президенчĕ В.В.Путин. Специалистсем шутласа палăртнă тăрăх, кашни çын çулталăкра вăтамран йăлари хытă 445 килограмм каяш кăларса пăрахать - хутран пуçласа кĕленче-пластик таранах.

Пирĕн çĕршывра свалкăсен лаптăкĕ çуллен Мускавпа Санкт-Петербург пĕрле йышăнакан территори чухлĕ пысăкланса пырать. Пушшех, район, республика, çĕршыв тăрăх çул çỹреве тухсан пĕтĕм çĕрлĕ çỹп-çап куписене курсан чунăм ыратать.

Паллах, хамăр тирпейлĕ пулмасан, пурăнакан вырăн тасалăхĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшмасан пире нимĕнле Экологи çулталăкĕ те, Мускав е республика бюджетĕнчен уйăракан миллионсем те пулăшаймĕç. Паян урама тухар-ха?! Юр кайса пĕтнĕ май чылай çĕрте тасамарлăх хуçаланни кăмăла хуçать. Çав çỹп-çапсен хуçисем пур вĕт-ха. Ăнланмастăп, мĕншĕн çаплах чыссăр-ланмалла-ши?! Тирпейлĕхе, тасалăха пурте куратпăр, юрататпăр. Анчах та варалакансем хыççăн камăн пуçтармалла тетĕр-ши?!

Пĕр пулăм пуçран тухмасть. Шутламан çĕртен чỹречерен урамалла пăхма тиврĕ. Çулпа палланă хĕрарăм утса пырать. Эпĕ пĕлнĕ май çак хайхи ялта тирпейлĕ хĕрарăм шутланать, унăн кил-çуртĕнче яланах тасалăх хуçаланать, хăй вĕренỹ учрежденийĕнче тăрăшать. Анчах та нумай вăхăт та иртмерĕ, хайхи хĕрарăм унталла-кунталла пăхкаларĕ те кĕсьери хута (те канфет хучĕ пулчĕ, пĕлеймерĕм!) вĕçтерсе ячĕ. Ăнланаймарăм, те мана валли вĕçтерчĕ, те... Унччен çав хĕрарăма хисеплеттĕм, паян вара - çук.

Тата тепĕр пулăм. Пĕр уйăхри Пĕрлехи информаци кунĕнче тăван тавралăх тирпейлĕхĕшĕн тăрăшман ял тăрăхĕн пуçлăхне ятлани куç умĕнчех. Ун чухне ялхуçалăх кооперативĕн йĕтемĕ çинче ватти-вĕтти те чылайччĕ. Пĕр хĕрарăм анкарти хыçĕсемпе çырмасене халăха çỹп-çапа кăларса пăрахтарассине пĕтермелле тесе ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе хĕрсех калаçрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăйне хỹтĕлеме пикенчĕ. Эпĕ вара çав тирпейлĕ хĕрарăмпа пуласшăн. Пурте тирпейлĕхшĕн тăрăшсан тата лайăхрах пурăнăттăмăрччĕ-ха та. Паянхи кун çырма-çатрасене халăх мĕн кăна кăларса ывăтмасть-ши?! Тепĕр чух пăснă çурт пĕренисене те илсе килсе пăрахаççĕ. Вутта çунтарма пулмасть-и вара? Паллах, йĕркене пăсакан кашни çын çумне хурал тăратаймăн. Анчах килти йĕрке хуçаран пуçланать мар-и? Çырма-çатрана ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вараламасан та пĕтĕм ял территорийĕшĕн явап тытаканни-çке-ха. Çавăнпа халăх унăн ĕçне тавралăх сăн-сăпачĕ урлă та хаклать. Çỹп-çап тăкнине курсан пуçлăхăн тỹрех йĕркене пăсакана шырама тытăнмалла. Кăларса ывăтнă япаласем хушшинче вăл хăш кĕтесрен çитнине палăртаканни тупăнатех. Вăрмана та хăрушла варалама тытăнчĕç. Унта та памперс таранах кайса пăрахаççĕ.

Çỹп-çап миçе çул çĕрнине пĕлетĕр-и? (Кун пирки 2-мĕш страницăра вуласа пĕлме пулать). Юлашкинчен çакна калас килет: тавралăх та, кил-çуртăмăр та, пирĕн чунăмăр та яланах таса пултăрччĕ!

Алина ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика