14 апреля 2017 г.
Районти чи пултаруллă педагогсем паллă Йăлана кĕнĕ тăрăх районта çулсерен професси ăсталăхĕн "Çулталăк воспитателĕ", "Çулталăк учителĕ", "Чи лайăх класс ертỹçи", "Çулталăкри педагог-психолог" тата "Çулталăкри социаллă педагог" конкурсĕсене ирттереççĕ.
Кăçал асăннă конкурссен районти тапхăрне 5 воспитатель, 7 учитель, 10 класс ертỹçи, 2 педагог-психолог тата пĕр учитель-логопед, 6 социаллă педагог хутшăннă. Ачасене ырри патне туртăнма вĕрентекенсене, вĕсене чун ăшшине, пĕтĕм ăсталăхне парса пĕлỹпе воспитани паракансене чысларĕç апрелĕн 11-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта.
Педагогика ăтсалăхĕн конкурсĕнче палăрнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров тата унăн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев саламларĕç. Çавăн пекех пухăннисене Ачасен искусство шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕсен педагогĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
"Çулталăк учителĕ - 2017" хисеплĕ ята кăçал Çĕн Атикассинчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен Ираида Евсеева тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Атнарти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Тамара Кочеганова тухрĕ, виççĕмĕшне - Мăн Этменти вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Евгения Лобастова. Шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен педагогсен конкурсĕнче
"Çулталăк воспитателĕ - 2017" хисеплĕ ята "Хĕвел" ача садĕнчи Татьяна Тимкина тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ Елена Сармандейкина, виççĕмĕшĕнче - Çĕн Атикассинчи вăтам шкулăн воспитателĕ Марина Парикова. "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурсра Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 9Б класс ертỹçи Эльвира Бродюкова çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Питĕркасси шкулĕнчи 3-мĕш класс ертỹçи Алена Галкина тивĕçрĕ, виççĕмĕшне - Мăн Этмен шкулĕнчи 2-мĕш класс ертỹçи Надежда Фадеева.
"Çулталăкри педагог-психолог" хисеплĕ ята Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта логопедра тимлекен Светлана Ярайкина тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна çак шкулти Елена Емельянова педагог-психолог йышăнчĕ, виççĕмĕшне - "Пилеш" ача садĕнчи Надежда Печникова.
"Çулталăкри социаллă педагог" номинацире Мишеркасси шкулĕнче вăй хуракан Людмила Долгова мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта - Çĕн Атикасси шкулĕн социаллă педагогĕ Алина Осеева, виççĕмĕшĕнче - Хĕрлĕ Чутай шкулĕн социаллă педагогĕ Надежда Сятрайкина. Район шайĕнче çĕнтернĕ педагогсене республикăри ăмăртусене хутшăнса палăрма ăнăçу сунатпăр.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"