14 апреля 2017 г.
Сиве шăнтăн-и? Шур эрех ĕç. 100 грамм ĕçсен нимĕн те пулмасть. Ывăнтăн-и? 100 грамм хаяррине тутан. Çавăншăнах алкоголик пулмастăн... Кун пек сăмахсене пурнăçра тăтăшах илтме пулать. Анчах та алкоголь хальччен никама ту усă кỹмен. Сиен кăна.
Шел те, паянхи кун "симĕс çĕленпе" туслашакансем хушăнса пыраççĕ. Пĕр палланă çын каласа панă тăрăх, вĕсен ялĕнче çур ĕмĕр каялла кунĕн-çĕрĕн сăмакун ĕçекен пĕр çын пулнă. Унран пурте кулнă. Вăл кăнтăр кунĕнче те пуçне йăтайман: ăна ял çыннисем карта çумĕнче, лупашкара йăваннине тăтăшах курнă. Паянхи ỹкерчĕк вара пач урăхла. Халĕ ялта эрех-сăра ĕçмен çынна шыраса тупма йывăр. Вĕсем пур, анчах сахал. Вĕсене шурă курак вырăнне хураççĕ. Тăвансем тĕл пулсан та сĕтел хушшине ларса 1-2 черкке ỹпĕнтереççĕ. Патшалăх тĕрлĕ мерăсем йышă-нать пулин те эрех ĕçекенсен шучĕ чакмасть. Паянхи кун районти 281 чирлĕ çын пирĕн патра учетра тăрать. Нумаях пулмасть пĕр хĕрарăма учета тăратрăмăр. Мăшăрĕ пысăк хулана ĕçлеме çỹрет, ачисем ỹссе çитĕннĕ. Хĕрарăм пĕлтернĕ тăрăх, вăл "симĕс çĕлен" авăрне тунсăха путнипе çакланнă. Хĕрарăмсем, чăнах та, алкоголе хăвăрт хăнăхаççĕ. Ăна пула вар-хырăм чирĕсем тупăнаççĕ, организм наркăмăшланать. Алкогольпе наркăмăшланни тĕрлĕ чир-чĕре пуçарать. Психика улшăнать. Эрех-сăра ĕçекен çынсем çине пăхăр-ха, вĕсене палласа илме йывăр. Хăйсен çулĕнчен самай ватă курăнаççĕ. Çапла, алкоголь çулсене хăвăрт туртса илет. Шалти органсем те сиенленеççĕ. Япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлать, хăнăху вăй илет. С
ывлăха хамăр укçапах ĕçсе яратпăр мар-и? Кирек мĕнле алкоголь та - наркăмăш. Вăл вилĕм патне çитерет. Хамăра валли хамăрах шăтăк чаватпăр. Чи интересли, кашни вилере тенĕ пекех ĕç ĕçкĕ-çикĕпе вĕçленет. Юрă юрласа ямалли кăна юлать. Кайран 9, 20, 40 кунхине асăнаççĕ. Каллех ĕçкĕ-çикĕ. Хăшĕ-пĕрисем туйран пĕртте кая мар. Пĕтĕм çĕрлĕ ỹсĕр арçын утать. Кун пек сиенлĕ йăлана пăрахас пулать. Пур инкек те эрехрен. Хаяр эрех ĕçрĕн, васкаса пĕр-пĕр апат çăтрăн - апат тип пыра кайса çын чыхăнса вилме пултарать. Е ỹсĕрле ỹксе пуçпа çапăнма пулать. Ỹсĕр çыншăн тинĕс те чĕркуççи таран - путасси инçе мар. Е сивĕ хĕл кунĕсенче хăнаран таврăннă чух çухалса кайса шăнса вилме пулать. Эрех пăхаттире те ураран ỹкерет.
Аварисен шучĕ вара мĕн чухлĕ? Çынсем тимлĕхе çухатни сисĕнет. Турра шан та, хăв та йăнăш ан ту. Арканнă çемьесен шучĕ те чылай. Ỹсĕр ашшĕ-амăшне пула çуралнă инвалид ачасем тата?
Алкоголизм вăл чир кăна мар, вирус та. Вăл пуç мимине лекет те пĕтĕм организма шалтан аркатать. Анализ кăтартнă тăрăх, пирĕн районта апат ирĕлтерекен органсен чирĕсемпе вилекенсем чылай. Чирсен тĕп сăлтавĕ - эрехпе иртĕхни. Чире çĕнтерме пулать. Çын пурне те пултарать. Чи малтанах ĕçме пăрахмалла. Çыннăн хăйĕн пĕрремĕш утăм тумалла, тĕрĕс çул суйламалла. Кун-та кăмăл çирĕплĕхĕ кирлĕ. Эпир, медицина ĕçченĕсем, пиртен пулăшу ыйтма килнисене пурне те пулăшатпăр - ăнлантаратпăр, сиплетпĕр. Хăш-пĕр чухне сипленме килнисен çывăх çыннисем пулăшаççĕ. Кам-ха хăйĕн çывăх çыннине çухатасшăн? Никам та. Анчах хăшĕ-пĕрисем вĕçерĕнсе каяççĕ. Алкоголь - усал, унпа кĕрешмелле. Малашлăх пирки шухăшламалла. Эпĕ çĕр çине мĕн тума килнĕ? Эпĕ хам хыç-çăн çут тĕнчене мĕн хăваратăп-ши? Çак ыйтусем пуçра явăнмалла.
Çак кунсенче тăван ялта пултăм. Ял халăхĕ кашни хăй майлă пурăнать. Колхоз-совхозсем малтанхипе танлаштарсан самай сахалланчĕç. Халăхăн пушă вăхăт нумай. Пĕрин патне хăнана кĕр-ха, çур литр эрех тупăнатех. Пĕрре те мар. Ваттисем каланă тăрăх, малтан çур литр сăмакунпа туй та ирттернĕ. Халĕ пĕр кĕленче эрех пĕр çынна валли те сахал. Ман шутпа, алкогольпе кĕрешмелли пропаганда вăйсăрланчĕ, уксахлать. Халăха ĕçе явăçтармалла. Ĕçлекен çыннăн эрех ĕçме вăхăт çук. Ĕç çынна йĕркеленĕ тесе ахальтен каламан.
А.ЯКОВЛЕВ, район больницин наркологĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"