АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ çитĕнỹ

14 апреля 2017 г.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Улатăр хулинче Атăлçи тăрăхĕнчи хуласенчи спортсменсем хушшинче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Ю.М.Кисловăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ çĕклессипе регионсем хушшинчи турнир иртнĕ. Ульяновск, Самар облаçĕсенчен, Мордови, Мари тата Чăваш Республикисенчен унта 100 ытла спортсмен хутшăннă.

Çак турнирта районти спорт шкулĕн вĕренекенĕсем те Ю.А.Бронюков тренер-преподаватель ертсе пынипе кире пуканĕ çĕкленĕ. 2001-2002 çулсенче çуралнă хĕрачасем хушшинче Лилия Бродюкова 74 очко пухса улттăмĕш, 2002-2003 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче Иван Федоров 88 очкопа улттăмĕш, 2000-2001 çулсенче çуралнă каччăсем хушшинче Степан Красновпа Петр Майоров пĕрешкел кăтартусемпе (41 очко) тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш вырăнсене йышăннă. Арçынсен ушкăнĕнче Ю.А.Бронюков 48 очко пухнă, иккĕмĕш тухнă.

Сăмах май, Раççей Спорт министерствин 2017 çулхи мартăн 29-мĕшĕнчи хушăвĕпе Юрий Анатольевич Бронюкова, "Хастар" ФСК директорĕн çумне, кире спорчĕпе "Пĕтĕм Раççей категориллĕ спорт судйи" квалификаци категорине панă.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика