АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, илемлĕ юррисем, килĕшỹллĕ ташшисем…

19 апреля 2017 г.

Раççейри Экологи çулталăкне, Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне, Хĕрлĕ Чутай районĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул тата Хĕрлĕ Чутай салине 435 çул çитнине халалланă чаплă концерт иртрĕ апрелĕн 12-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче. Çавăн пекех юрăпа ташă уявне Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храма тунăранпа 215 çул çитнине тата чăвашсен пĕрремĕш композиторĕсен (Василий Воробьев çуралнăранпа 130 çул, Федор Павлов тата Степан Максимов çуралнăранпа 125 çул çитнĕ ятпа) пултарулăхне халалланă. Ял тăрăхĕсен йăлана кĕнĕ смотр-отчечĕсем вăхăтĕнче пултарулăх ушкăнĕсен чи лайăх номерĕсене суйласа илнĕ, шăпах çавсене курма халăх йышлă пухăнчĕ. Гала-концерт пуçланичченех залра пĕр пушă вырăн та çукчĕ.

Уява Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи вĕрентекенсен хорĕ (ертỹçи - Валентина Грачева) уçрĕ. Вăл "Чăваш çĕрне килсе курсамăр" юрăна шăрантарчĕ. Юлашки вăхăтра сцена çине вĕрентекенсен хорĕ тăтăшах тухни савăнтарать. Çак ĕçе йĕркелени питĕ лайăх. Ачасен пултарулăх шкулĕн преподавателĕсен юрри те, Татьяна Зарубинапа Владимир Кашкиров сассисем те куракансен кăмăлне кайрĕç.

Унтан районти чи лайăх культура ĕçченĕсене саламларĕç. Район администрацийĕн культура, туризм тата архив ĕçĕн начальникĕ Александр Самсонов Мучикассинчи ял библиотекин ĕçченне Венера Романована Чăваш Республикин Культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотине пачĕ. Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕн методисчĕ Галина Филиппова район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотине район библиотекин директорĕ Марина Мареева тата Василий Романов концертмейстер илме тивĕç пулчĕç.

Районти чи лайăх хор, ташă, фольклор коллективĕсем хутшăнчĕç гала-концерта. Пĕччен тата иккĕн юрлакансем те, кулăшла сценкăсем кăтартакансем те, сăвă калакансем те пулчĕç. Вĕсене залта ларакансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Уява килнисене Ачкасси ял тăрăхĕн "Артанас" фольклор ушкăнĕ, "Свобода" колхозăн хĕрарăмсен ансамблĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Атнар, Мăн Этмен, Питĕр-касси ял тăрăхĕсен коллективĕсем те хăйсен илемлĕ репертуарĕпе сцена çине тухрĕç. "Вишенка", "Илемпи", "Ярапа", "Штаваш" ташă коллективĕсем тата Вера Терентьева хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Куракансен чунне уйрăмах Тралькасси ял тăрăхĕн хастарĕсем - Андрей Жуков тата Сергей Лаврентьев - пулăçсем çинчен кăтартнă сценка тыткăнлани курăнчĕ. Залри халăх кăмăлне Надежда Шипеевапа Ираида Данилован шỹтлĕ калавĕсем кайрĕç. Юлия Вадейкина Андрей Дементьевăн "Баллада о матери" сăввине илемлĕ вуларĕ. Люд-мила Мадебейкина, Наталья Чишкина, Светлана Толстова, Алина Карпова, Лариса Грушенкова хăйсен шăпчăк евĕр сассипе тĕрлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Еленăпа Николай Майоровсен, Верăпа Владимир Париковсен, Галинăпа Вячеслав Кудряшовсен, Людмилăпа Николай Яковлевсен юрри те залра илемлĕ янăрарĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен концерт программи пуян пулчĕ. Смотр-отчет тематикине пăхăнса хатĕрленĕ номерсем куракансен кăмăлне кайрĕç. Вĕсенче тĕрлĕ халăх йăли-йĕрки палăрчĕ. Илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсен ăсталăхĕнче Чутай ен мăнаçлăхĕ курăнчĕ. Сцена çине тухнă артистсен чунĕнче пултарулăх çăлтăрĕ пурăнать, вăл çулран-çул çутăрах çутатать, хăйĕн ăшшине халăх патне çитерет.

А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика