АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ

19 апреля 2017 г.

Çĕр ĕçченĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пахалăхлă тата вăхăтра туса юлма тăрăшаççĕ. Халĕ районта кĕрхи культурăсене апатлантарас ĕç пырать. "Коминтерн" ЯХПК уй-хирĕнче те ĕç шавĕ тăрать. Унта минераллă удобрени сапакан "Туман-1" тĕлĕнмелле техника ĕçлет. Унпа, çăмăл урапаллăскерпе, ытти техника кĕреймен уя çитсе удобрени сапма меллĕ, вăл çĕре те йывăр кỹмест. Асăннă техникăна Вăрнар районĕнчи пĕр хуçалăхран тара илнĕ. Унпа ĕçлекенни - çав район çынни Илья Петров. Кĕрхисене апатлантарассипе хуçалăхра икĕ техника тата туслă коллектив ĕçлет. Вĕсен пĕтĕмпе 751 гектар çинче кĕрхи культурăсене апатлантармалла.

Çỹлерех асăннă агрегатпа "Нива" ЯХПК-ра, "Свобода" колхозра калчасене апатлантарасшăн. 2016 çулта та асăннă хуçалăхсем çак "Туман-1" техникăпа ĕçленĕччĕ, çавăнпа та вĕсен пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕ те пысăкчĕ. Минераллă удобрение вара районти пур хуçалăх та çителĕклĕ янтласа хунă.

Владимир ХРАМОВ, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика