21 апреля 2017 г.
Апрелĕн 19-мĕшĕнче районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ăна ирттерме пирĕн района ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин "Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ" бюджет учрежденийĕн директорĕ Петр Степанович Краснов ертсе пыракан ушкăн килсе çитрĕ. Информкун районти кашни ял тăрăхĕнчех иртрĕ.
Сăмахран, ЧР юстици министрĕн çумĕ Ирина Семенова кĕрекен ушкăн район пуçлăхĕпе Александр Степановпа Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе, Çĕнĕ центрта вырнаçнă учрежденисемпе организацисен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсемпе информкун ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕ. Чи малтанах РФ Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕнче тухнă указне кăçалхи пĕрремĕш кварталта епле пурнăçлани пирки калаçрĕç. Унсăр пуçне экологи субботникĕсене, Йывăç кунĕн çуркуннехи тапхăрне йĕркелесе ирттерес, территорисене тирпей-илем кỹрес ыйтусене тишкерчĕç. Çавăн пекех информаци ушкăнĕн членĕсем уйрăм çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕç, юлашкинчен райпо тытăмне кĕрекен "Янтарь" ТЯО-на çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашрĕç. Сăмах май, асăннă пĕрлешỹре хальхи вăхăтра хурăн сĕткенĕ кăларас ĕç пысăк хăватпа пырать. А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"