АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялхуçалăх çыравĕнче тăрăшнăшăн - наградăсем

21 апреля 2017 г.

Апрель уйăхĕнче республикăри хуласемпе районсенче Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес ĕçе хутшăннисене чыслаççĕ. Апрелĕн 17-мĕшĕнче Чăвашстат ертỹçин çумĕ Максим Дмитриев, ялхуçалăхĕн тата çутçанталăк пайĕн начальникĕ Эмма Егорова хисеплĕ миссипе пирĕн районта пулнă: Федераллă патшалăх статистика службин уйрăм ведомство паллине - "Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕнчи ĕçсемшĕн" медале - панă.

Чыславпа çыхăннă савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров та хутшăннă.

Чăвашстатăн ертỹçин çумĕ Максим Дмитриев палăртнă тăрăх, ведомство паллисен ытларах пайне çыравçăра çỹренисем тивĕçнĕ, мĕншĕн тесен шăпах вĕсем çине çыравра йывăрлăх ытларах тиеннĕ. Республикăри пин çыравçăран 331-шне медаль пама йышăннă. Çак чыса пирĕн районтан 12-ĕн тивĕçнĕ.

Çак йышра - Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Лариса Зайцева, Зинаида Негапова, Валентина Вазина, Трапайри Римма Башкирова, Шулюри Ирина Картмасова, Хирлỹкассинчи Татьяна Лисаева, Ирчкассинчи Светлана Жижайкина, Атнарти Петр Пашкуртов тата ыттисем.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине вара Кив Атикассинчи Галина Борисова, Хĕрлĕ Чутайри Владимир Стекольщиков, Надежда Кондакова, район администрацийĕнче водительте ĕçлекен Алексей Печниковпа Владимир Кудряшов, район больницинче санитаркăра тăрăшакан Елена Патьянова, фельдшерта ĕçлекен Валентина Ярасова, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Владимир Храмов, Питĕркассинчи Людмила Волкова, Упукушкăнчи Инга Осипова, Тав çырăвĕсене Сергей Ионов, Маргарита Волкова, Таисия Серина, Наталия Исаакова, Роза Кудюкова, Альбина Иванова, Галина Седова, Елена Апалеева, Ирина Кудряшова, Надежда Медведева тивĕçнĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика